Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУРАЛ БАШНИ 2018, 1№ | Библи хальхи вӑхӑтра усӑ пама пултарать-и?

БИБЛИ ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ-И?

Технологисем хӑвӑрт ҫӗнелсе пынӑ вӑхӑтра Библири канашсем усӑ пама пултараҫҫӗ-и? Библире каланӑ:

«Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ» (2 Тимофей 3:16).

Библи пурнӑҫра мӗнле пулӑшма пултарнине эсир ҫак брошюрӑран пӗлме пултаратӑр.

 

Библири канашсем — паян кун та усӑллӑ-и?

Хальхи вӑхӑтра чи ҫӗнӗ информацие тупма ҫав тери ҫӑмӑл пулсан, Библире, 2 000 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ кӗнекере, канаш шырамалла-и?

Нихӑҫан кивелми канашсем

Паянхи пӗлӳсемпе танлаштарсан, Библи кивелмен. Пачах урӑхла, Библири вӗрентӳсем нихӑҫан кивелми принципсем ҫинче тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Кивелнӗ-и е хӑй вӑхӑтӗнчен те малта пырать-и?

Библи наука кӗнеки мар, анчах та унта ҫырса панӑ наука факчӗсем сире тӗлӗнтерме пултараҫҫӗ.

1 Йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пулӑшать

Библири канашсем хӑш-пӗрисене пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлӗр.

2 Йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать

Библири канашсем нумай вӑхӑта тӑсӑлнӑ йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ытлашши пӑшӑрханма пӑрахма, ӗҫе ырана хӑварас йӑлана пӗтерме тата пӗчченлӗх туйӑмне ҫӗнтерме.

3 Йывӑр вӑхӑтра вӑй тупма пулӑшать

Эсир ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ пулсан е вӑраха тӑсӑлакан чирпе асапланатӑр пулсан, Библи пулӑшма пултарать-и?

Библи тата сирӗн пуласлӑх

Библи пирӗн «урана ҫутӑ кӑтартать», урӑхла каласан, кулленхи йывӑрлӑхсемпе пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшать. Анчах та Библи пире пуласлӑхра мӗн кӗтнине те курма пулӑшать.

Эсир мӗнле шутлатӑр?

Хӑш-пӗр ҫынсем мӗне ӗненнине тата Библире ҫак ыйту пирки мӗн каланине пӗлӗр.