Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна шанӑр

Иеговӑна шанӑр

«Ҫӳлхуҫана шан, ҫирӗп пул, чӗрӳ тӗреклӗленсе пытӑр» (ПС. 26:14).

128-МӖШ ЮРӐ Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. а) Иегова пире мӗнле шанчӑк панӑ? ӑ) Иегова ҫине шанни мӗне пӗлтерет? (Ӑнлантарса панине пӑхӑр.)

 ИЕГОВА хӑйне юратакансене пурне те лайӑх пуласлӑх пулать тесе шантарать. Кӗҫех вӑл чир-чӗре те, асапа та, вилӗме те пӗтерӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Вӑл йӑваш ҫынсене ҫӗр ҫинче рай тума пулӑшӗ (Пс. 36:9—11). Унсӑр пуҫне, хамӑрпа ун хушшинчи туслӑх тата ҫирӗпрех пулса тӑрӗ. Мӗн тери чаплӑ шанчӑк! Ҫакӑ веҫех пурнӑҫланасса мӗншӗн ӗненме пулать? Мӗншӗн тесен Турӑ хӑй панӑ сӑмаха яланах тытать. Апла, пирӗн Турӑ ҫине шанма * пур сӑлтав та пур (Пс. 26:14). Ҫавӑнпа та эпир Иегова хӑй панӑ сӑмаха тытасса чӑтӑмлӑн та хаваспах кӗтетпӗр (Ис. 55:10, 11).

2. Иегова хӑй панӑ сӑмаха тытасса мӗнле ҫирӗплетсе панӑ?

2 Иегова хӑй панӑ сӑмаха тытасса ҫирӗплетсе панӑ ӗнтӗ. Тӗслӗхшӗн Ӳлӗмхи кӗнекере мӗн ҫырнине пӑхса тухар. Унта вӑл пирӗн вӑхӑтра «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран» ҫынсене пуҫтарӗ те вӗсем уншӑн пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑрӗҫ тесе сӑмах панӑ. Библире ҫак ушкӑн пирки «имсӗр-сумсӑр ҫын» тенӗ (Ӳлӗм. 7:9, 10). Ҫак ҫынсем ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсем пурте пӗр ҫемье тата пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ (Пс. 132:1; Иоанн 10:16). Унсӑр пуҫне, вӗсем хастаррӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Хӑйсене итлекенсене вӗсем лайӑх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑк пирки хаваспах каласа параҫҫӗ (Матф. 28:19, 20; Ӳлӗм. 14:6, 7; 22:17). Эсир «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗретӗр пулсан, ҫак чаплӑ шанчӑка хаклатӑр, паллах.

3. Шуйттанӑн мӗнле тӗллев?

3 Шуйттан пирӗнтен Турӑ панӑ шанчӑка туртса илесшӗн. Вӑл Иегова пирӗншӗн тӑрӑшмасть тата хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫламасть тесе ӗнентересшӗн. Шуйттан пирӗн шанчӑка туртса илсен эпир хӑюллӑ пулма пӑрахӑпӑр, Турӑшӑн ӗҫлеме те пӑрахма пултаратпӑр. Вӑл Иова та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарас тесе унӑн шанчӑкне пӗтерме хӑтланнӑ.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Иов 1:9—12).

4 Ҫак статьяра эпир Шуйттан Иова Иеговӑран пӑрса ярас тесе мӗн-мӗн тунине пӑхса тухӑпӑр. (Иов 1:9—12 вуласа парӑр.) Тата эпир Иовран мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Турӑ пире юратнине тата хӑй панӑ сӑмаха тытнине мӗншӗн пирӗн асра тытмалли ҫинчен калаҫӑпӑр.

ШУЙТТАН ИОВӐН ШАНЧӐКНЕ ПӖТЕРЕСШӖН

5, 6. Кӗске вӑхӑт хушшинчех Иовӑн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса иртнӗ?

5 Иов хуйхӑ мӗнне пӗлмесӗр, савӑнса пурӑннӑ. Унӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулнӑ. Иовӑн пысӑк, туслӑ ҫемье тата нумай пурлӑх пулнӑ (Иов 1:1—5). Анчах пӗр кун хушшинчех вӑл ҫавна пурне те ҫухатнӑ. Малтан вӑл пурлӑхсӑр тӑрса юлнӑ (Иов 1:13—17). Кайран унӑн пур ачи те вилнӗ. Ачи вилсен ашшӗ-амӑшӗн чӗри епле ыратать. Иовпа унӑн арӑмӗ вара вунӑ ачине те ҫухатнӑ. Паллах, вӗсен чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ. Хытӑ куляннӑран, ним тума аптранӑран Иов «ҫиелти тумтирне ҫурса» пӑрахса чӗркуҫҫи ҫине ӳкнӗ (Иов 1:18—20).

6 Кайран Шуйттан Иов ҫине йӗрӗнтерекен чир янӑ (Иов 2:6—8; 7:5). Унччен ҫынсем Иова хисепленӗ, унран канаш ыйтнӑ пулсан, халӗ унран пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ (Иов 31:18). Йӗрӗннӗрен Иовран пӗртӑванӗсем, тусӗсем, чурисем те ютшӑннӑ (Иов 19:13, 14, 16).

Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ Иов мӗн туйнине ӑнланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсем те ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7. а) Иов хӑйӗн йывӑрлӑхӗсемшӗн кама айӑплама пултарнӑ, анчах та вӑл мӗн туман? ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Христианин пурнӑҫӗнче мӗн пулса тухма пултарать?

7 Шуйттан Иова йывӑрлӑхсем Иеговӑран пулнӑ пек кӑтартасшӑн пулнӑ. Тата вӗсем Иегова ырлама пӑрахнине пула сиксе тухнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Тӗслӗхрен, Туррӑн ҫак тӑшманӗ Иовӑн пур ачи те пухӑннӑ ҫурт ҫине вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл янӑ (Иов 1:18, 19). Унсӑр пуҫне, вӑл тӳперен вут-ҫулӑм ярса Иовӑн кӗтӗвӗсене кӑна мар, кӗтӳҫисене те ҫунтарса янӑ (Иов 1:16). Иов ҫапла шутлама пултарнӑ: «Ҫил-тӑвӑлпа вут-ҫулӑм пӗлӗтрен аннӑ пулсан, вӗсене Иегова янӑ. Апла, эпӗ Турра ҫиллентертӗм пуль». Иовӑн пуҫӗнче кирек мӗнле шухӑш явӑннӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне ылханман. Хӑйӗн кунҫулӗнче Иегова мӗн чухлӗ ырӑлӑх панине вӑл асра тытнӑ. Ҫавӑнпа та Иов Турӑран лайӑххине йышӑнатпӑр пулсан, унран япӑххине те йышӑнмалла тесе шутланӑ. Вара вӑл: «Ҫӳлхуҫа ячӗ мухтавлӑ пултӑр!» — тесе каланӑ (Иов 1:20, 21; 2:10). Тем пысӑкӑш йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан та Иов Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫавах та Шуйттан парӑнасшӑн пулман.

8. Шуйттан тата мӗн тунӑ?

8 Шуйттан ҫапла та хӑтланса пӑхнӑ: Иовӑн суя тусӗсемпе усӑ курса ӑна ниме тӑман ҫын пек туйтарасшӑн пулнӑ. Ҫав арҫынсем Иов патне пырса хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн асапланатӑн тесе айӑпланӑ (Иов 22:5—9). Вӗсем Иова вӑл пурнӑҫӗ тӑршшӗпе нумай ырӑ ӗҫ тунӑ пулсан та, Турӑ ҫавна хакламасть тесе ӗнентересшӗн пулнӑ (Иов 4:18; 22:2, 3; 25:4). Тата вӗсем Иова Турӑ ӑна юратмасть, уншӑн тӑрӑшмасть тата Турӑшӑн ӗҫлессинчен ним усси те ҫук тесе шутлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫав виҫӗ арҫыннӑн сӑмахӗсене илтсе Иов пӗр шанчӑк та ҫук тесе шутлама пултарнӑ.

9. Иова хӑюлӑхпа вӑй мӗн парса тӑнӑ?

9 Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха: Иов кӗл ҫинче ларать тата унӑн суранӗсем ыратсах тӑраҫҫӗ (Иов 2:8). Ун ҫине пӗр вӑхӑтрах пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ. Ачисене ҫухатнӑран унӑн чӗри хӗҫпе каснӑ пек ыратать. Темиҫе кун хушши вӑл пӗр сӑмах та чӗнмест. Тусӗсем ӑна хурлама пуҫлаҫҫӗ (Иов 2:13—3:1). Иов чӗнмесӗр ларнӑран вӗсем вӑл Пурнӑҫа Параканран туннӑ тесе шутлаҫҫӗ пулмалла. Анчах та вӗсем йӑнӑшаҫҫӗ. Акӑ Иов пуҫне ҫӗклет те хӑйне айӑплакансене куҫӗнчен пӑхса: «Мӗн виличченех хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп»,— тесе калать (Иов 27:5, ҪТ). Иов хӑюлӑхпа вӑй ӑҫтан тупнӑ-ши? Питӗ хытӑ хуйхӑрнӑ чухне те Иов шанчӑкне ҫухатман. Вӑл хӑйне Турӑ пулӑшасса тата хӑй вилсен те Иегова ӑна чӗртессе пӗлнӗ (Иов 14:13—15).

ЭПИР ИОВРАН МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР?

10. Иовпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Иовпа мӗн пулса иртнинчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: Шуйттан пире Иеговӑран вӑйпах пӑрса яраймасть тата Иегова пирӗн мӗн тӳсме тивнине веҫех курса тӑрать. Айтӑр эпир Иовран тата мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.

11. Иегова ҫине шанма пӑрахмасан эпир мӗн тума пултарӑпӑр? (Иаков 4:7).

11 Иов тӗслӗхӗ ҫакна ҫирӗплетсе парать: Иегова ҫине шанма пӑрахмасан эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме тата Шуйттана хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Вара, Библире каланӑ пек, Шуйттан пирӗнтен тарӗ. (Иаков 4:7 вуласа парӑр.)

12. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанни Иова мӗнле тӗреклетнӗ?

12 Пирӗн вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп ӗненмелле. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Шуйттан эпир вилӗмрен хӑранине пӗлет. Ҫавӑнпа та пире Турӑран пӑрса ярас тесе эпир хӑранипе час-часах усӑ курать. Шуйттан Иов хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлас тесе тем те тӑвӗ, Турӑран та тунӗ, тесе каланӑ. Анчах та Шуйттан питӗ йӑнӑшнӑ. Иов чӑтма ҫук йывӑр чухне те, вилес патнех ҫитнӗ чухне те Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӑл Турӑ ырӑ пулни пирки, ҫавӑнпа пурне те тӳрлетесси пирки пӗртте иккӗленмен. Ҫавӑ Иова тӗрек парса тӑнӑ. Иов ҫакна ҫирӗп ӗненнӗ: хӑй чӗрӗ пулнӑ чухне Иегова ӑна пулӑшмасан та, пуласлӑхра вӑл ӑна чӗртсе тӑрататех. Иов вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки пӗртте иккӗленмен. Эпир те ҫакӑн пирки иккӗленместпӗр пулсан, вилӗмрен хӑраса Иеговӑран тунмӑпӑр.

13. Шуйттан Иова Турӑран пӑрса ярас тесе мӗн хӑтланнине пирӗн мӗншӗн пӗлмелле?

13 Шуйттан Иова Турӑран пӑрса ярас тесе мӗн туни ҫинчен пирӗн лайӑх пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӑл паян кун та ҫаплах хӑтланать. Вӑл Иова мӗнле айӑпланине асӑрхӑр-ха: «Пурӑнас кунҫулӗшӗн... этем [Иов кӑна мар] хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр» (Иов 2:4, 5). Урӑхла каласан, Шуйттан эпир Иеговӑна чӑннипех юратмастпӑр, пурнӑҫа ҫӑлса хӑварас тесе вара унран тунма та хатӗр пулӑпӑр тет. Унсӑр пуҫне, Шуйттан Турӑ пире юратмасть тата эпир ӑна нихӑҫан та юраймӑпӑр тесе калать. Эпир Шуйттанӑн тӗллевне пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та унӑн суя сӑмахӗсене ӗненместпӗр.

14. Йывӑр вӑхӑтра эпир хамӑр ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

14 Йывӑрлӑхсем пире эпир мӗнлерех ҫынсем пулнине курма пулӑшаҫҫӗ. Иов хуйхӑ-суйхӑ тӳснӗ чухне хӑйӗн хӑш енчен улшӑнмаллине курнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен хӑйӗн лайӑхланмаллине асӑрханӑ (Иов 42:3). Йывӑр вӑхӑтра эпир те хамӑрӑн хӑш енчен улшӑнмаллине курма пултаратпӑр. Николай * тӑвана сывлӑхӗ питӗ начар пулнине пӑхмасӑрах тӗрмене хупнӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Тӗрме вӑл рентген пек: христианинӑн лайӑх енсем пуррипе ҫуккине кӑтартать». Хамӑр ҫитменлӗхсене курсан эпир вӗсене пӗтерме пултаратпӑр.

15. Пирӗн камӑн сӑмахӗсене итлемелле тата мӗншӗн?

15 Пирӗн тӑшмансем мар, Иегова мӗн каланине итлемелле. Турӑ Иовпа калаҫнӑ чухне лешӗ ӑна тимлӗ итленӗ. Иегова Иова ҫапла каланӑ теме пулать: «Эпӗ тунӑ япаласем ҫине пӑх-ха. Ман хӑвата куратӑн-и? Санӑн мӗн тӳсме тивнине эпӗ веҫех курса тӑратӑп. Нивушлӗ эсӗ эпӗ сан ҫинчен маннӑ тесе шутлатӑн?» Иов хӑйне кӗҫӗне хурса ҫапла хуравланӑ: «Унччен эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ ҫеҫ; халӗ ӗнтӗ Сана куҫӑмпах куратӑп» (Иов 42:5). Унӑн сӑмахӗсенчен вӑл Иегова ырӑ пулнишӗн пархатарлӑ пулни курӑнать. Иов ҫак сӑмахсене хӑҫан каланӑ-ши? Кӗл ҫинче ларнӑ чухнех пулас. Унӑн ӳчӗ ҫинче юхан-сурансем пулнӑ, чунӗ вара ачисене ҫухатнӑран хытӑ ыратнӑ. Ун чухне Иовӑн лару-тӑрӑвӗ улшӑнман пулин те, Иегова ӑна хӑй юратни тата ырлани пирки шантарнӑ (Иов 42:7, 8).

16. Исаия 49:15, 16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн йывӑр вӑхӑтра мӗн асра тытмалла?

16 Паян та хӑш-пӗр ҫынсем пире ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Вӗсем пире те, пирӗн организацине те хурласа калаҫаҫҫӗ тата пирӗн ҫинчен элек сараҫҫӗ (Матф. 5:11). Иовпа мӗн пулса иртни вара ҫакна кӑтартать: Иегова хамӑра йывӑр килнӗ чухне эпир хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юласси пирки пӗртте иккӗленмест. Ҫӳлти Атте пире юратать тата хӑй ҫине шанакансене нихӑҫан та хӑвармасть. (Исаия 49:15, 16 вуласа парӑр.) Туррӑн тӑшманӗсем саракан сӗмсӗр суяна нихӑҫан та ан итлӗр! Турцире пурӑнакан Джеймспа унӑн ҫемйин питӗ пысӑк йывӑрлӑхсем тӳсме тивнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: Турӑ халӑхӗ ҫинчен саракан суяна итлени хавшатать. Ҫавӑнпа та эпир Иегова паракан шанчӑка куҫран вӗҫертмесӗр малалла та уншӑн хастар ӗҫлеттӗмӗр. Ҫакӑ пире хуйха ӳкме памарӗ». Эпир те, Иов пекех, Иеговӑна итлетпӗр. Тӑшмансем саракан нимӗнле суя та пирӗн шанчӑка пӗтереймӗ.

ШАНЧӐК ВӐЙ КӖРТЕТ

Иов Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Турӑ ӑна пилленӗ. Иовпа унӑн арӑмӗн кунҫулӗ вӑрӑм та савӑнӑҫлӑ пулнӑ (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17. Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра асӑннӑ Турра шанчӑклӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?

17 Паллах, Иовсӑр пуҫне йывӑр вӑхӑтра хӑюллӑ та ҫирӗп пулнӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем татах та пулнӑ. Павел апостол Еврейсем патне янӑ ҫырура «кӳнтеленсем пӗлӗт пек» тесе Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен ҫырнӑ (Евр. 12:1, 2). Вӗсем пурте хура-шур нумай курнӑ, ҫапах та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Евр. 11:36—40). Вӗсем ҫирӗп пулни кӑлӑхах пулнӑ-и? Паллах, ҫук. Хӑйсем чӗрӗ пулнӑ чухне Турӑ мӗн тума сӑмах пани пурнӑҫланман пулсан та, вӗсем ун ҫине пӗтӗм чун-чӗререн шаннӑ. Туррӑн ҫав ӗҫлекенӗсем ҫакна пӗлсе тӑнӑ: Иегова вӗсене ырлать, ҫавӑнпа та панӑ сӑмаха тытатех (Евр. 11:4, 5). Вӗсен тӗслӗхӗ пире яланах Иегова ҫине шанса тӑма пулӑшӗ.

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр? (Еврейсем 11:6).

18 Хальхи вӑхӑтра ҫынсем усаллансах пыраҫҫӗ (2 Тим. 3:13). Шуйттан Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнсах тӑрать. Пирӗн ҫине нумай инкек йӑтӑнса анма пултарать. Ҫапах та эпир «Чӗрӗ Турра шанатпӑр» (1 Тим. 4:10). Айтӑр малалла та уншӑн хамӑра шеллемесӗр ӗҫлер. Иов илнӗ пиллӗхсем Иегова «ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулнине кӑтартаҫҫӗ (Иак. 5:11). Иов пекех, Турра шанчӑклӑ пулӑр тата Иегова «Хӑйне шыракансене... ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе» тӑрӑр. (Еврейсем 11:6 вуласа парӑр.)

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

^ Питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир тӳрех Иова аса илетпӗр. Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Шуйттан пире хамӑр ҫӳлти Аттерен вӑйпах пӑрса яма пултараймасть. Эпир ҫакна та куратпӑр: Иегова эпир мӗн-мӗн тӳснине питӗ лайӑх пӗлет. Турӑ Иова йывӑрлӑхсенчен хӑтарнӑ пек, пире те хӑтарӗ. Эпир ҫакна ҫирӗп ӗненни пирӗн ӗҫсенчен курӑнать-и? Курӑнать пулсан, эпир Иегова ҫине чӑннипех те шанатпӑр теме пулать.

^ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Шанни» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ мӗне те пулин чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине пӗлтерет. Ҫак сӑмах кама та пулин пӗтӗмпех шаннине те пӗлтерме пултарать (Пс. 24:2, 3; 61:6).

^ Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ ӲКЕРЧӖК. Иовпа унӑн арӑмӗ ҫине пысӑк инкек йӑтӑнса аннӑ: вӗсен пур ачи те вилнӗ.

^ ӲКЕРЧӖК. Иов пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттернӗ. Вӗсем арӑмӗпе пӗрле Иегова хӑйсен ҫемйине мӗнле пиллени ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ.