Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?

Тӳрӗлӗх халӗ хисепре мар-им?

Тӳрӗлӗх халӗ хисепре мар-им?

Хитоси ятлӑ арҫын Японири ӗҫе вырнаҫтаракан агентствӑра бухгалтер пулса ӗҫленӗ. Финанс отчетне тӗрӗсленӗ чухне ӑна начальник кӑтартусене улӑштарма ыйтнӑ. Хитоси мана совесть улталама ирӗк памасть тесе ӑнлантарнӑ. Начальник ӑна ӗҫрен кӑларса ярассипе хӑратнӑ, юлашкинчен вара Хитоси ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн темиҫе уйӑх хушши Хитоси ниҫта та ӗҫе вырнаҫма пултарайманнине пула хытӑ куляннӑ. Пӗррехинче пӗр компанире ӑна ӗҫе илме кирлипе кирлӗ маррине пӗлес тесе унпа калаҫнӑ чухне Хитоси ултавлӑ ӗҫ тума пултараймастӑп тенӗ. Ҫав компани ҫынни вара каланӑ: «Эсир тӗлӗнтермӗш ҫын!» Тусӗсемпе тӑванӗсем Хитосине малашне те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма хавхалантарнӑ, ҫав-ҫавах вӑл хӑш-пӗр енчен иккӗленме пуҫланӑ. Сӑмахран, вӑл каланӑ: «Эпӗ суймасӑр-улталамасӑр пурӑнатӑп тесе калама кирлех-ши, пӗлместӗп».

Хитосипе пулса иртни анлӑ сарӑлса пыракан, ҫав вӑхӑтрах пӑшӑрхантаракан пулӑма кӑтартса парать — халӗ нумайӑшӗ тӳрӗлӗхе хакласах каймасть. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем тӳрӗлӗх пирки — уйрӑмах ӗҫре, бизнесра — чӑрмав тесе шутлаҫҫӗ. «Суякан, улталакан ҫынсене манӑн яланах курма тивет,— каласа парать Кӑнтӑр Африкӑри ӗҫе ҫӳрекен хӗрарӑм,— ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне вӗсем пек пулма хистенине хирӗҫ тӑма питӗ йывӑр».

Тӳрӗмарлӑхӑн хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ енӗсенчен пӗри вӑл — суя. Темиҫе ҫул каялла Роберт Фельдман, Амхерстра вырнаҫнӑ Массачусетс университетӗнче ӗҫлекен психолог, ирттернӗ тӗпчев ӗҫӗнче ҫакна асӑрханӑ: ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсенчен 60 проценчӗ калаҫнӑ чухне кашни 10 минутра сахалтан та пӗрре суйса илет. «Ҫак кӑтартусем пире питӗ тӗлӗнтерчӗҫ,— калать Фельдман.— Суя пирӗн кулленхи пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ тесе шутламанччӗ эпир». Тӗлӗнмелле те, ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене суйнине юратмаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ыттисене суйма именмеҫҫӗ.

Мӗншӗн суясси, вӑрласси тата тӳрӗмарлӑхӑн ытти енӗсем халӗ анлӑ сарӑлнӑ? Тӳрӗмарлӑх, пӗтӗмӗшле илсен, ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Чи кирли вара вӑл: ҫав сарӑлса пыракан ултавлӑ ӗҫсене явӑҫас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?