Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Алӑсем ҫук пулин те, Библири чӑнлӑха вӗҫертместӗп

Алӑсем ҫук пулин те, Библири чӑнлӑха вӗҫертместӗп

Кӗҫ-вӗҫ ӳкес пек чухне мӗнрен те пулин ярса тытас килет. Анчах эпӗ ҫавна тума пултараймастӑп, мӗншӗн тесен манӑн алӑсем ҫук. Ҫиччӗре чухне манӑн пурнӑҫа ҫӑлас тесе алӑсене ампутаци турӗҫ.

Эпӗ 1960 ҫулта ҫуралнӑ. Ун чухне манӑн анне 17 ҫулта пулнӑ. Атте ӑна эпӗ ҫураличченех пӑрахса кайнӑ. Эпир аннепе кукаҫипе куками патӗнче Демократиллӗ Германи Республикинчи, ҫавӑн пекех Хӗвелтухӑҫ Германи теекен ҫӗршыври, Бург ятлӑ пысӑках мар хулара пурӑннӑ. Ун чухне нумайӑшӗ атеистсем пулнӑ, пирӗн ҫемье те ҫавӑн пек шухӑшах тытса тӑнӑ. Турӑ пур-и, ҫук-и, пирӗншӗн пурпӗрех пулнӑ.

Мана вӑхӑта кукаҫипе пӗрле ирттерме килӗшетчӗ. Вӑл мана тӗрлӗ ӗҫ тума, сӑмахран, йывӑҫ ҫине хӑпарса туратсене касма, хушатчӗ. Ҫакӑ маншӑн приключени пекехчӗ. Ачалӑх манӑн телейлӗ те канлӗ иртнӗ.

МАНӐН ПУРНӐҪА УЛӐШТАРНӐ ИНКЕК

Ҫичӗ ҫулта манпа пысӑк инкек пулса тухрӗ. Ун чухне эпӗ шкулта иккӗмӗш класра вӗреннӗ. Пӗррехинче киле таврӑннӑ чухне эпӗ электричество юпи ҫине хӑпарса кайрӑм. Сакӑр метр ҫӳллӗшӗнче мана ток хытӑ ҫапрӗ те эпӗ тӑна ҫухатрӑм. Больницӑра тӑна кӗрсен, эпӗ хамӑн алӑсене туйма пӑрахрӑм. Манӑн кӗлетке ҫинче пӗҫертнӗ вырӑнсемпе сурансем питӗ пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та юн наркӑмӑшланса ан кайтӑр тесе икӗ алла та хулпуҫҫи таранах ампутаци тума тивнӗ. Ҫакӑ манӑн аннешӗн те, кукаҫипе кукамишӗн те мӗн тери пысӑк хуйхӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Анчах та ҫавӑн чухне эпӗ алсемсӗр тӑрса юлни манӑн пулас пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑрассине пӗтӗмпех ӑнланман.

Больницӑра выртнӑ хыҫҫӑн эпӗ каллех шкула ҫӳреме пуҫларӑм. Ачасем, эпӗ хама хӳтӗлеме пултарайманнине кура, манран мӑшкӑллатчӗҫ, мана чышатчӗҫ тата ман ҫине тем те перетчӗҫ. Вӗсен хаярлӑхӗпе мӑшкӑлӗ мана питӗ хытӑ хурлантаратчӗ. Юлашкинчен мана Биркенвердерти инвалидсен интернат шкулне куҫарчӗҫ. Шкул килтен аякра пулнӑран анне тата кукаҫипе куками ман пата килсе ҫӳреме пултараймастчӗҫ. Манӑн вӗсене каникулта кӑна курма май килетчӗ. Эпӗ вара 10 ҫул хушши вӗсемсӗрех ӳссе ҫитӗнтӗм.

АЛСЕМСӖР ПУРӐНМА ВӖРЕНЕТӖП

Эпӗ нумай ӗҫе урасемпе тума вӗрентӗм. Вилкӑна е кашӑка ура пӳрнисемпе тытса апат ҫиесси мӗн иккенне эсир ӑнланма пултаратӑр-и? Анчах эпӗ ҫак «ӑсталӑха» алла илме пултартӑм. Эпӗ урасемпе шӑл тасатма та, ҫӳҫе турама та хӑнӑхрӑм. Эпӗ калаҫасса та урасемпе вылятса калаҫма тытӑнтӑм. Манӑн урасем маншӑн алӑсем пекех пулса тӑчӗҫ.

Ҫамрӑк чухне эпӗ наукӑлла фантастикӑна вулама юрататтӑмччӗ. Хӑш-пӗр чухне эпӗ ӑсра хам пирки ҫакӑн пек сӑнарсем кӑлараттӑмччӗ: манӑн чи ҫӗнӗ технологипе тунӑ алӑ протезӗсем пур, вӗсем мана темтепӗр те тума май параҫҫӗ. Вунтӑваттӑра эпӗ чӗлӗм туртма пуҫларӑм. Ҫакӑ мана хӑюлӑх пачӗ, вара эпӗ ыттисенчен нимрен те кая маррине туйса илтӗм. Чӗлӗм туртнипе эпӗ ҫапла каланӑ тейӗн: «Куратӑр-и, эпӗ те ҫавна тума пултаратӑп. Чӗлӗм туртатӑн пулсан, алсем пур-и санӑн е ҫук, эсӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын».

Эпӗ ӗҫсӗр ларасшӑн пулман, ҫавӑнпа та общество ӗҫне явӑҫрӑм. Эпӗ «Нимӗҫсен ирӗклӗ ҫамрӑкӗсен союзӗн» ретне, патшалӑх пулӑшса тӑракан социализмлӑ организацине, кӗтӗм. Унта секретарь пулса ӗҫлерӗм, ҫакӑ вара хисеплӗ ӗҫ шутланатчӗ. Ҫавӑн пекех эпӗ юрӑ кружокне ҫырӑнтӑм, поэзи каҫӗсене тата инвалидсем валли йӗркеленӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаттӑм. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн хамӑр хулари пӗр компанинче ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ час-часах протезсем тӑхӑнма тытӑнтӑм, мӗншӗн тесен манӑн ыттисенчен нихӑш енчен те катӑк пулас килместчӗ.

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ЯРСА ТЫТАТӐП

Пӗррехинче ӗҫе кайма поезд кӗтсе тӑнӑ чухне ман пата пӗр арҫын пырса тӑчӗ. Вӑл мана Турӑ сире аллусене тавӑрса пама пултарассине ӗненме пултаратӑр-и тесе ыйтрӗ. Эпӗ ҫухалса кайрӑм. Паллах ӗнтӗ, манӑн каллех икӗ алӑллӑ пулас килетчӗ, анчах ҫакӑ мана ӑссӑрла пек тата пулма пултараймасть пек туйӑнчӗ. Эпӗ атеист пулнӑ, ҫавӑнпа та Турра ӗненмен. Вара манӑн ҫав ҫын патӗнчен хӑвӑртрах пӑрӑнса утас килсе кайрӗ.

Пӗр вӑхӑт иртсен хампа пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм мана хӑнана чӗнчӗ. Кофе ӗҫсе ларнӑ чухне унӑн ашшӗпе амӑшӗ манпа Турӑ — Иегова Турӑ — ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫавӑн чухне эпӗ Туррӑн ят пуррине пӗрремӗш хут илтрӗм (Псалом 83:18, ҪТ). Анчах та эпӗ хам ӑшра каларӑм: «Турӑ ҫук — ӑна кирек мӗнле ятпа чӗнсен те. Ҫак ҫынсене эпӗ вӗсем йӑнӑшнине кӑтартса паратӑпах». Хам тӗрӗс пулнине шанса эпӗ вӗсемпе Библие сӳтсе явма килӗшрӗм. Тӗлӗнмелле те, эпӗ вӗсене Турӑ ҫуккине ҫирӗплетсе параймарӑм.

Библире пророкла каланисене эпир вӗренсе пынӑ май Турӑ пуррипе ҫукки пирки манӑн шухӑшсем майӗпен улшӑнма пуҫларӗҫ. Турӑ пророкла каланӑ сӑмахсем нумайӑшӗ, вӗсене пурнӑҫланиччен ҫӗр-ҫӗр е пин-пин ҫул маларах ҫырса хунӑ пулин те, пурнӑҫланнӑ. Пӗррехинче Библие сӳтсе явнӑ чухне эпир тӗнчери лару-тӑрӑва Матфейӑн 24-мӗш сыпӑкӗнчи, Лукан 21-мӗш сыпӑкӗнчи тата 2 Тимофейӑн 3-мӗш сыпӑкӗнчи пророкла каланисемпе танлаштарса пӑхрӑмӑр. Тухтӑра пур симптом та тӗрӗс диагноз лартма пулӑшнӑ пекех, ҫав пророкла каланӑ сӑмахсенче асӑннӑ пур событи те мана эпир Библире «юлашки кунсем» теекен тапхӑрта пурӑннине ӑнланса илме пулӑшрӗ. Ҫакӑ мана тӗлӗнтерсе ячӗ. Ҫак пророкла сӑмахсем ман куҫ умӗнчех пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.

Эпӗ мӗне вӗренни чӑнлӑх пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пуҫларӑм. Эпӗ Иегова Турра кӗлтума тытӑнтӑм та чӗлӗм туртма пӑрахрӑм — ҫав вӑхӑт тӗлнелле эпӗ ӗнтӗ 10 ҫул ытла пирус туртнӑ. Эпӗ Библие ҫулталӑка яхӑн вӗрентӗм. 1986 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче мана вӑрттӑн ваннӑра шыва кӗртрӗҫ, мӗншӗн тесен Хӗвелтухӑҫ Германире ҫав вӑхӑтра Свидетельсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ пулнӑ.

ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШАТӐП

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне эпир килсенче тата хваттерсенче пӗчӗк ушкӑнсемпе пухӑнаттӑмӑрччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хампа пӗр пек ӗненекенсене хӑш-пӗрисене ҫеҫ пӗлеттӗмччӗ. Кӗтмен ҫӗртен влаҫсем мана Хӗвеланӑҫ Германие кайса килме ирӗк пачӗҫ. Унта Свидетельсене чарса тӑман. Ҫавӑн чухне манӑн пӗрремӗш хут Иегова Свидетелӗсен конгресӗсенче пулма тата хампа пӗр пек ӗненекен пин-пин тӑвана курма май килчӗ. Ҫакӑ мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ пачӗ!

Берлин стенине аркатнӑ хыҫҫӑн, Свидетельсене чарса тӑма пӑрахнӑ. Тинех эпир Иегова Турра ирӗклӗн пуҫҫапма тытӑнтӑмӑр. Манӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнас килетчӗ. Анчах та эпӗ палламан ҫынсемпе калаҫма хӑраттӑмччӗ тата ачалӑх ҫулӗсенчен чылайӑшне инвалидсен шкулӗнче ирттернӗрен хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑмччӗ. Ҫапах та 1992 ҫулта эпӗ пӗр уйӑх хушши 60 сехет ырӑ хыпар сарма тӑрӑшрӑм. Эпӗ ҫакна тума пултартӑм, ҫакӑ вара мана нумай савӑнӑҫ пачӗ. Ҫавӑнпа эпӗ кашни уйӑхра сӑваплӑ ӗҫ валли ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма шутласа хутӑм, виҫӗ ҫула яхӑн эпӗ ҫакӑн пек туса тӑтӑм.

Эпӗ Библири ҫак сӑмахсене яланах асра тытатӑп: «Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп» (2 Коринф 11:29, ҪХ). Манӑн алсем ҫук, анчах та эпӗ калаҫма тата шухӑшлама пултаратӑп. Ҫавӑнпа эпӗ ыттисене пулӑшас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшатӑп. Эпӗ уксах-чӑлах ҫынсене лайӑх ӑнланатӑп. Мӗн тӑвас килнине тума пултарайманни мӗн иккенне эпӗ пӗлетӗп. Эпӗ ҫавӑн пек ҫынсене хавхалантарма тӑрӑшатӑп. Ыттисене пулӑшни мана хама та телейлӗ тӑвать.

Ыттисене ырӑ хыпар каласа пама май пурри мана пысӑк савӑнӑҫ парать

ИЕГОВА МАНА КАШНИ КУН ПУЛӐШАТЬ

Хӑш-пӗр чухне манӑн хуйха ӳкесси пулкалать. Манӑн никамран та нихӑш енчен те катӑк пулас килмест. Кулленхи ӗҫсене нумайӑшне эпӗ хамах тума пултаратӑп, анчах та вӗсене тума манӑн ытти ҫынсенчен нумайрах вӑй хумалла тата мана ытларах вӑхӑт кирлӗ. Манӑн девиз: «Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Филиппӑ 4:13, ҪТ). Кашни кун эпӗ хама Иегова пулӑшса тӑнине туятӑп. Вӑл мана нихӑҫан та пӑрахман, ҫавӑнпа эпӗ те ӑна нихӑҫан та пӑрахмӑп.

Иегова мана ҫемье парса пиллерӗ — ачалӑхра тата ҫамрӑклӑхра ҫакӑ мана питӗ ҫитместчӗ. Манӑн Эльке ятлӑ чаплӑ арӑм пур. Вӑл питӗ ырӑ та тимлӗ ҫын. Унсӑр пуҫне миллион-миллион Иегова Свидетелӗ маншӑн тӑвансем — пӗр ҫемье пек — пулса тӑчӗ.

Манӑн хаклӑ Эльке арӑмпа

Иегова пӗтӗм ҫӗре рай туса хума сӑмах пани мана питӗ йӑпатать. Вӑл «пурне те ҫӗнӗ» тӑвӗ, ҫав шутрах мана алӑсем туса парӗ (Ӳлӗмхине 21:5). Мана ҫавӑн пек сӑмах панине куҫ умне кӑларса тӑратма Иисус Христос ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тунӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлани пулӑшать. Вӑл уксах-чӑлахсене сыватнӑ, пӗррехинче вара ҫыннӑн касса татнӑ хӑлхине сипленӗ (Матфей 12:13; Лука 22:50, 51). Иегова сӑмах пани тата Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем мана кӗҫех эпӗ пӗр кӑлтӑксӑр ҫын пулса тӑрасса ӗнентереҫҫӗ.

Анчах та чи пысӑк телей вӑл — Иегова Турра пӗлесси. Вӑл маншӑн атте тата тус, йӑпатакан тата пулӑшакан пулса тӑчӗ. Манӑн туйӑмсем Давид патшан туйӑмӗсем пекех. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм... Вӑл мана пулӑшрӗ, вара чӗрем хӗпӗртенчӗ» (Псалом 27:7). Библири ҫак чӑнлӑха эпӗ мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе асра тытасшӑн. Ҫавӑнпа та, хамӑн алсем ҫук пулин те, эпӗ ҫав чӑнлӑха вӗҫертесшӗн мар.