Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЭСИР ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРМА ПУЛТАРАТӐР

Эсир Турра ятпа чӗнетӗр-и?

Эсир Турра ятпа чӗнетӗр-и?

Хӑйӗн ҫывӑх тусӗн ятне пӗлмен ҫын пур-ши? Ҫук пулӗ. Болгарири Ирина ятлӑ хӗрарӑм тӗрӗсех каланӑ: «Туррӑн ятне пӗлмесен унӑн тусӗ пулма ҫук». Телее, унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, Турӑ сире хӑйӗнпе туслашма сӗнет. Турӑ Библи урлӑ хӑй мӗн ятлине тахҫанах пӗлтернӗ, вӑл каланӑ: «Эпӗ — Иегова, ку манӑн ятӑм» (Исаия 42:8, ҪТ).

Турӑ Библи урлӑ хӑй мӗн ятлине пӗлтернӗ те ӗнтӗ, вӑл каланӑ: «Эпӗ — Иегова, ку манӑн ятӑм» (Исаия 42:8, ҪТ)

Анчах та Иеговӑшӑн ҫынсем унӑн ятне пӗлни тата ӑна ятран чӗнни чӑнах та пысӑк пӗлтерӗшлӗ-ши? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: еврейла тӑватӑ хупӑ саспаллипе ҫырнӑ Туррӑн ячӗ (ӑна тетраграмматон теҫҫӗ) Еврей Ҫырӑвӗсенче 7 000 хута яхӑн тӗл пулать. Библире ҫак ята кирек мӗнле ятран та нумайрах курма пулать. Паллах, ҫакӑ Иегова ҫынсене хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн тата хӑйне ятран чӗнтересшӗн пулнине кӑтартать *.

Туслӑх час-часах икӗ ҫын пӗр-пӗрин ятне ыйтса пӗлнинчен пуҫланать. Эсир Турӑ мӗн ятлине пӗлетӗр-и?

Апла пулин те, хӑшӗ-пӗрисем Турӑ ҫав тери сӑваплӑ тата аслӑ пулнӑран ӑна ятран чӗнни ӑна хисеплеменнипе пӗрех тесе шутлаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Туррӑн ячӗпе вырӑнсӑр усӑ курни тӗрӗс мар — эсир ҫывӑх тусӑн ячӗпе тивӗҫсӗр усӑ курмастӑр-ҫке. Ҫавӑн пекех Иегова хӑйне юратакан ҫынсен унӑн ятне хисеплемелле тата ыттисене пӗлтермелле тет (Псалом 68: 31, 32; 95:2, 8). Иисус мӗнле кӗлтума вӗрентнине аса илӗр-ха: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр». Турӑ ячӗ ҫинчен ыттисене каласа панипе эпир те Туррӑн ятне хисеплӗ тума пулӑшатпӑр. Ҫапла вара эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр (Матфей 6:9).

Библире Турӑ хӑйӗн ятне хисеплекенсемпе уйрӑмах интересленет тенӗ (Малахия 3:16). Ҫавнашкал кашни ҫын пирки Иегова шантарса калать: «Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна. Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп» (Псалом 90:14, 15). Ҫавӑнпа та Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарас тетпӗр пулсан, пирӗн унӑн ятне пӗлмелле тата ӑна ятпа чӗнмелле.

^ 4 абз. Еврей Ҫырӑвӗсенче (Авалхи Халалра) Туррӑн ячӗ час-часах тӗл пулать. Анчах, шел пулин те, нумай Библи куҫарӑвӗнче Туррӑн ячӗ ҫук. Куҫаруҫӑсем ҫак ята «Ҫӳлхуҫа» тата «Турӑ» титулсемпе улӑштарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ытларах информаци Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ «Божье имя пребудет вовеки» брошюрӑра тупма пулать.