Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

136-МӖШ ЮРӐ

Иегова сана «мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр»

Иегова сана «мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр»

(Руфь 2:12)

  1. 1. Хӑйне парӑнса ӗҫлекен ҫынсене

    Иегова ялан астӑвать.

    Вӗсен ҫухату та тӳсме тивнине

    Нихҫан манӑҫа хӑвармасть.

    Тӑван кил-ҫуртна эс хӑвартӑн пулсан,

    Сана ыррипе тавӑрать:

    Аттемӗр тӑванлӑх сана парнелет,

    Кӗҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пиллӗх патӑр туллин сана Турру,

    Тивӗҫлипе кӑтарттӑр ырлӑхне.

    Ун ҫунатти пултӑр сан хӳттӳ.

    Иегова вӑл тӳрӗ — манмасть сан ӗҫе.

  2. 2. Эпир питӗ йывӑр ҫӗклем йӑтнӑ пек

    Пире хушӑран туйӑнать.

    Хӑш чух, хуйхӑ-суйхӑ сиксе тухнипе,

    Халран каясси пулкалать.

    Сан пур кӗллӳне те Иегова итлет,

    Мӗн кирлӗ сана — йӑлт курать.

    Сана Библи урлӑ, святой сывлӑшпа,

    Туссем урлӑ вӑл пулӑшать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пиллӗх патӑр туллин сана Турру,

    Тивӗҫлипе кӑтарттӑр ырлӑхне.

    Ун ҫунатти пултӑр сан хӳттӳ.

    Иегова вӑл тӳрӗ — манмасть сан ӗҫе.

(Ҫавӑн пекех Тӳр. 11:38—40; Ис. 41:10 пӑхӑр.)