Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

151-МӖШ ЮРӐ

Эпӗ чӗнсен...

Эпӗ чӗнсен...

(Иов 14:13—15)

  1. 1. Пурнӑҫ пӑс пек — самантлӑха килет,

    Часах вӑл ҫухалать-ҫке.

    Пирӗн кун-ҫул ҫил пек вӗҫсе иртет,

    Куҫҫуль кӑна юлать-ҫке.

    Ҫын вилсе выртсан тӑрӗ-ши кайран?

    Мӗн калать Пултаракан?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эп чӗнсен, вилни вӑранӗ

    Хӑйӗн вилӗм ыйхинчен.

    Хам алӑ пултарнишӗн

    Эпӗ тунсӑхлӑп унччен.

    Тӑратма эп пултаратӑп,

    Эс ан чарӑн ӗненме.

    Эп ӗмӗр пурӑнтарӑп

    Хам юратнӑ ҫынсене».

  2. 2. Вилӗм пире ҫӳлти Аттемӗртен

    Нихҫан та уйӑраймӗ.

    Тусӗсене, енчен вӗсем вилсен,

    Асран Иегова ямӗ.

    Чӗртӗ вӗсене вӑл пуласлӑхра

    Ӗмӗр пурӑнма райра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эп чӗнсен, вилни вӑранӗ

    Хӑйӗн вилӗм ыйхинчен.

    Хам алӑ пултарнишӗн

    Эпӗ тунсӑхлӑп унччен.

    Тӑратма эп пултаратӑп,

    Эс ан чарӑн ӗненме.

    Эп ӗмӗр пурӑнтарӑп

    Хам юратнӑ ҫынсене».

(Ҫавӑн пекех Иоанн 6:40; 11:11, 43; Иак. 4:14 пӑхӑр.)