Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

55-МӖШ ЮРӐ

Вӗсенчен ан хӑрӑр!

Вӗсенчен ан хӑрӑр!

(Матфей 10:28)

  1. 1. Малалла ут, манӑн халӑх,

    Сар хастаррӑн хыпара,

    Никамран та ан хӑра,

    Пур йӑваш ҫынна кала:

    Патшана Христос ларсассӑн

    Вӑл ҫӗнтернӗ тӑшмана,

    Шуйттана ҫыхса хурать те

    Тӗп тӑвать кӗҫех ӑна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Манӑн халӑх, ан хӑра эс

    Вӗҫкӗн ҫын хӑратнинчен.

    Шанчӑклӑн сана эп упрӑп

    Куҫӑма упранӑ пек.

  2. 2. Тӑшмансем нумайланаҫҫӗ,

    Мӑшкӑллаҫҫӗ мухтанса,

    Хӑратаҫҫӗ юнаса,

    Хӗсӗрлеҫҫӗ хур туса.

    Вӗсенчен эсир ан хӑрӑр —

    Сыхлӑп шанчӑклисене.

    Сирӗнпе пӗрле эп пулӑп

    Ҫак тӗнче пӗтичченех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Манӑн халӑх, ан хӑра эс

    Вӗҫкӗн ҫын хӑратнинчен.

    Шанчӑклӑн сана эп упрӑп

    Куҫӑма упранӑ пек.

  3. 3. Нихӑҫан сире хӑвармӑп.

    Эпӗ сирӗн вӑй-хӑват.

    Вилӗм манӑн аллӑмра,

    Эп чӗртме те пултарап.

    Ӳт-пӗве вӗлерекенӗ

    Пӗтереймӗ пурнӑҫа.

    Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмашкӑн

    Пулӑр шанчӑклӑ мана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Манӑн халӑх, ан хӑра эс

    Вӗҫкӗн ҫын хӑратнинчен.

    Шанчӑклӑн сана эп упрӑп

    Куҫӑма упранӑ пек.

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 32:10; Неем. 4:14; Пс. 58:2; 82:3, 4 пӑхӑр.)