Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иисус ҫӑлать — мӗнле?

Иисус ҫӑлать — мӗнле?

Библире мӗн каланӑ?

 Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панипе Турра шанчӑклӑ ҫынсем валли ҫӑлӑнмалли май уҫса панӑ (Матфей 20:28). Ҫавӑнпа Библире Иисус пирки «тӗнчене Ҫӑлакан» тенӗ (1 Иоанн 4:14, Ҫӗнӗ Халал). Библире ҫакӑн пек те каланӑ: «Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12).

 Иисус хӑйне ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те вилнӗ (Еврейсем 2:9; Иоанн 3:16). Унтан «Ӑна... Турӑ вилӗмрен чӗртсе» тӑратнӑ, вара Иисус тӳпене таврӑннӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 3:15). Тӳпере пулнӑ май «Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать» (Еврейсем 7:25).

Мӗншӗн пире Иисус пирӗн хута кӗни кирлӗ?

 Эпир пурте ҫылӑхлӑ (Рим 3:23). Ҫылӑх вӑл пире Турӑпа ҫывӑхланма чаракан чӑрмав, ҫавӑн пекех ҫылӑх вилӗм патне илсе пырать (Рим 6:23). Иисус Христос вара хӑйӗн каҫарттаракан парнине ӗненекен ҫынсемшӗн «Атте Турӑ умӗнче» хута кӗрет (1 Иоанн 2:1). Вӑл пирӗн хута кӗнӗ чухне Турра пирӗн кӗлӗсене итлеме тата хӑй панӑ парнине пула пирӗн ҫылӑхсене каҫарма ыйтать (Матфей 1:21; Рим 8:34). Иисус мӗн тума ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑрать, ҫавӑнпа Иегова вӗсене итлет. Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине «Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ» (Иоанн 3:17).

Ҫӑлӑнмашкӑн Христоса ӗненни ҫеҫ ҫителӗклӗ-и?

 Ҫук. Ҫӑлӑнмашкӑн пирӗн Иисуса ӗненмелле пулин те, ҫакӑ ҫителӗклӗ мар (Апостолсен ӗҫӗсем 16:30, 31). Библире ҫапла каланӑ: «Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех» (Иаков 2:26). Ҫӑлӑнас тесен пирӗн:

  •   Иисуспа унӑн Ашшӗ, Иегова, ҫинчен пӗлсе пымалла (Иоанн 17:3).

  •   Иеговӑна тата Иисуса хытӑ ӗненме вӗренмелле (Иоанн 12:44; 14:1).

  •   Хамӑр ӗненнине пирӗн Турӑпа Христосӑн заповӗчӗсене тытса тӑнипе кӑтартмалла (Лука 6:46; 1 Иоанн 2:17). Иисус хӑйне «Ҫӳлхуҫамӑр» текен ҫын мар, «Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан ҫеҫ» ҫӑлӑнӗ тесе вӗрентнӗ (Матфей 7:21).

  •   Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр малалла та ӗненнине кӑтартмалла. Иисус ҫапла каланӑ: «Вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ» (Матфей 24:13).