Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене мӗнле йӗркеленӗ?

Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене мӗнле йӗркеленӗ?

 Кашни пухӑвах старейшинӑсен совечӗ ертсе пырать. 20-е яхӑн пуху пӗр район шутланать, 10 район вара пӗр область пулать. Вӑхӑтран вӑхӑта пухусене ҫул ҫӳрекен старейшинӑсем килсе каяҫҫӗ, вӗсене район надзирателӗсем теҫҫӗ.

 Пире Библи тӑрӑх вӗрентсе-кӑтартса тӑраҫҫӗ тата канашсем параҫҫӗ, ҫак ӗҫе Ертсе пыракан совет йӗркелесе пырать. Ҫав совет нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлекенсенчен тата хальхи вӑхӑтра Унӑн ӗҫне Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗнче Уорвикра (АПШ, Нью-Йорк штачӗ) туса тӑракансенчен тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 15:23—29; 1 Тимофей 3:1—7).