Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ-и?

 Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, хамӑрӑн ҫемьесене те, ытти ҫынсен ҫемйисене те ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр. Ҫемьене Никӗслекенӗ Турӑ тесе шутлатпӑр (Пултарни 2:21—24; Эфес 3:14, 15). Вӑл пӗтӗм тӗнчери ҫынсене телейлӗ те ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма тата ҫемьене упраса хӑварма пулӑшакан принципсем ҫинчен Библи урлӑ пӗлме пулӑшать.

Иегова Свидетелӗсем ҫемьене ҫирӗплетме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

 Эпир Библири канашсемпе усӑ курма тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем лайӑх упӑшка, лайӑх арӑм тата лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма пулӑшаҫҫӗ (Ытарӑшсем 31:10—31; Эфес 5:22—6:4; 1 Тимофей 5:8). Кил-йышра тӗрлӗрен тӗне тытса тӑраҫҫӗ пулсан та, Библири ӑслӑлӑх ҫав ҫемьесене те телейлӗ пулма пулӑшать (1 Петр 3:1, 2) Камӑн упӑшки е арӑмӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ, ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем акӑ мӗн калаҫҫӗ:

  •   «Пӗрле пурӑнма пуҫласан малтанхи ултӑ ҫул хушшинче эпир пӗр-пӗринпе ялан тавлашаттӑмӑр, тарӑхаттӑмӑр. Анчах та Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Ивети ытларах юрату кӑтартма тата чӑтӑмлӑрах пулма тӑрӑшма пуҫларӗ. Вӑл ҫавнашкал улшӑнни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварчӗ» (Клауир, Бразили).

  •   «Манӑн упӑшка, Чанса, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан эпӗ ҫакна хирӗҫ пултӑм, мӗншӗн тесен вӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ тесе шутлаттӑм. Кайран вара Библи пире ҫемьене ҫирӗплетме пулӑшнине ӑнланса илтӗм» (Агнесс, Замби).

 Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне эпир Библири ӑслӑ канашсене пурнӑҫра тытса тӑни ҫынсене мӗнле пулӑшма пултарнине кӑтартатпӑр:

Урӑх тӗне йышӑнни ҫемьене харкаштарать-и?

 Чӑнах та ҫавӑн пекки пулкалать. Тӗслӗхрен, общество пурнӑҫне тӗпчекен Sofres компанин 1998 ҫулхи отчетӗнче каланӑ тӑрӑх, мӑшӑрсенчен пӗри Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн 20 ҫемьерен 1 ҫемйинче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.

 Иисус унӑн вӗренекенӗсен хушӑран ҫемьере хирӗҫӳсем пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ (Матфей 10:32—36). Вил Дюрант историк Рим империйӗнче «ҫемьесем арканнӑшӑн христианствӑна айӑпланӑ» тесе палӑртать a. Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсене ҫавнашкалах айӑплаҫҫӗ. Ҫав йывӑрлӑхсен сӑлтавӗ Свидетельсем-ши?

Этем прависен Европӑри Сучӗн ҫурчӗ

 Иегова Свидетелӗсене ҫемьесене аркатаҫҫӗ тесе айӑпланипе ҫыхӑннӑ ӗҫе Этем прависен Европӑри Сучӗ пӑхса тухнӑ. Ҫав ӗҫ пирки йышӑну тунӑ чухне Европӑри Суд палӑртса каланӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫемьере Свидетель маррисем «ӗненекен тӑванӗн хӑйӗн тӗнӗ хушнӑ пек пурӑнма тата тӗн ӗҫӗсене туса тӑма ирӗклӗх пуррине йышӑнасшӑн тата хисеплесшӗн пулманнине пула харкашу сиксе тухать». Суд ҫапла та хушса каланӑ: «Ҫемьерисем тӗрлӗ тӗне тытса тӑнӑ чухне ҫакнашкал лару-тӑру ялан тенӗ пекех сиксе тухать, ҫав шутрах Иегова Свидетелӗсен те» b. Анчах та курайманлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова Свидетелӗсем Библири ҫак канашпа килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр... Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:17, 18).

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемпе ҫеҫ мӑшӑрланма юрать тесе шутлаҫҫӗ?

 Свидетельсем Библире «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе», е хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемпе, мӑшӑрланмалла тесе хушнине пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ (1 Коринф 7:39). Ҫак хушу усӑллӑ. Тӗслӗхрен, ҫемье тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене сӳтсе явакан пӗр журналӑн 2010 ҫулхи кӑларӑмӗнче «мӑшӑрсем пӗр тӗне, пӗр пек йӑла-йӗркесене тытса тӑраҫҫӗ пулсан тата пӗрешкел ӗненеҫҫӗ пулсан» вӗсем ялан тенӗ пекех килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ тесе ҫырнӑ c.

 Анчах та Иегова Свидетелӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене Свидетель мар мӑшӑрӗсемпе уйрӑлма хистемеҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗр тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, арӑмӗн унпа пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, вӑл арӑмне ан пӑрахтӑр. Арӑмӗ те, упӑшки ӗненмен ҫын пулсан та, арӑмӗпе пурӑнма кӑмӑлӗ пулсан, упӑшкине ан пӑрахтӑр» (1 Коринф 7:12, 13). Иегова Свидетелӗсем ҫак хушӑва пӑсмаҫҫӗ.

a Пӑхӑр: Дюрант В. Цезарь и Христос. М., 1995. 696 с.

b Европӑри Суд «Религиозная община Свидетелей Иеговы в г. Москве и другие против Российской Федерации» ӗҫ пирки мӗнле йышӑну тунине пӑхӑр (26-мӗш страница, 111-мӗш пункт).

c Пӑхӑр: Journal of Marriage and Family. 2010. Авг. 72 т. 4 №. 963 с.