Тӗп матералсем патне куҫӑр

Вӗсем тӳлевсӗрех ӗҫлеме хатӗр

Вӗсем тӳлевсӗрех ӗҫлеме хатӗр

Юлашки 28 ҫул хушшинче 11 пин Иегова Свидетелӗ строительство ӗҫӗсене хутшӑнас тесе хӑйсен килӗсенчен, хӑшӗ-пӗрисем вара хӑйсен ҫӗршывӗсенчен тухса кайнӑ, ҫавнашкал ӗҫсем вара 120 ҫӗршывра пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте хӑйсен пултарулӑхӗсемпе усӑ курса, вӑй-халне шеллемесӗр хаваспах яра кун ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗҫ укҫи илмеҫҫӗ.

Строительство пынӑ вырӑна ҫитме нумайӑшӗ ҫул укҫине хӑйсемех тӳлеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем стройкӑна отпуск вӑхӑтӗнче хутшӑнаҫҫӗ. Теприсем вара ӗҫре хӑйсен шучӗпе отпуск илеҫҫӗ, ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнине те пӑхмаҫҫӗ.

Ҫавна тума вӗсене никам та ирӗксӗрлемен, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗтӗм тӗнчипе сарӑлтӑр тесе хатӗр пулсах ҫавна тӑваҫҫӗ (Матфей 24:14). Вӗсем тӑрӑшнипе офиссем тата пурӑнмалли ҫуртсем, ҫавӑн пекех Библисемпе Библи ҫинче никӗсленнӗ литературӑна пичетлесе кӑларма типографисем туса лартнӑ. Иегова Свидетелӗсем ҫавӑн пекех 10 000 ҫын вырнаҫакан Конгресс залӗсем тата 300-е яхӑн ҫын вырнаҫакан Турӑ Патшалӑх залӗсем туса лартнӑ.

Халӗ ҫак ӗҫ вӗресе тӑрать. Доброволецсем стройкӑна килсен вырӑнти филиал вӗсене пурӑнмалли вырӑнпа, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерет, вӗсене кӗпе-йӗм ҫуса паччӑр тата куллен мӗн кирли пултӑр тесе тӑрӑшать. Строительство ӗҫӗсене вырӑнти Свидетельсем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫак пысӑк ӗҫе йӗркелес тата пӗрлехи вӑйпа тӑвас тесе 1985 ҫулта пӗтӗм тӗнчери ятарлӑ программа шутласа кӑларнӑ. Ҫав программӑна 19—55 ҫулсенчи, строительство енӗпе сахалтан та пӗр специальность илнӗ Иегова Свидетелӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем программӑна икӗ эрнерен пуҫласа виҫӗ уйӑх таран хутшӑнаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара — пӗр ҫул е ытларах та.

Строительсен арӑмӗсем арматура ҫыхма, плиткӑсем хума, тикӗслеме-якатма тата сӑрлама вӗренеҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме тата пӳлӗмсене тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ.

Килӗсене таврӑннӑ хыҫҫӑн доброволецсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене стройкӑна чӗннӗшӗн тав туса ҫыру ҫырса яраҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр мӑшӑр ҫапла ҫырнӑ: «Будапештри филиала тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме май парса чыс тунӑшӑн пысӑк тав. Венгрири Свидетельсем эпир ӗҫлеме килнӗшӗн питӗ пархатарлӑ пулчӗҫ тата чӑннипех юратнине кӑтартрӗҫ! Вӗсем патӗнче пӗр уйӑх пулнӑ хыҫҫӑн пире уйрӑлма питӗ йывӑр пулчӗ. Чӑнах та, уйрӑлма нихӑҫан та ҫӑмӑл мар. Ҫуркунне каллех ӗҫлеме май пуласса шанатпӑр. Стройкӑра ӗҫленӗ хыҫҫӑн кашнинчех ҫав уйӑх пирӗн пурнӑҫра чи лайӑххи пулнӑ пек туйӑнать пире».