Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йывӑр вӑхӑтра та эсир Турра шанатӑр-и?

Йывӑр вӑхӑтра та эсир Турра шанатӑр-и?

«МӖНШӖН ЭПӖ? Мӗншӗн Турӑ ҫак инкеке манпа пулса тухмалла турӗ-ха?» Ҫак ыйтусем Бразилире пурӑнакан 24 ҫулхи Сиднее канӑҫ паман. Кану паркӗнче шыв аттракционӗнче ярӑннӑ чухне инкек пулса тухнине пула унӑн яланлӑхах инвалид кресли ҫине ларма тивнӗ.

Ҫутҫанталӑк инкекне, е урӑх инкексене, е вӑрҫӑ пуҫланнине пула хӗн-хур тӳссен, чирлесе ӳкнине е ҫывӑх ҫынни вилнине пула асаплансан, ҫын Турра шанми пулса тӑма пултарать. Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли ҫук. Ӗлӗк-авал та Иов ятлӑ ырӑ ҫын ҫине инкек хыҫҫӑн инкек йӑтӑнса аннӑ. Сӑлтавне пӗлме тӑрӑшмасӑрах вӑл Турра айӑплама пуҫланӑ: «Эпӗ Сана тархаслатӑп — Эсӗ мана тӑнламастӑн, тилмӗрсе тӑратӑп — ман ҫине пӑхатӑн ҫеҫ. Ман тӗлӗшпе Эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ пулса кайрӑн, хӑватлӑ аллупа мана хирӗҫ тӑратӑн» (Иов 30:20, 21).

Иов ҫав инкексем мӗншӗн унпа пулса тухнине тата ҫавӑншӑн кам айӑплине, ҫавӑн пекех Турӑ мӗншӗн ҫав инкексене пулма панине пӗлмен. Телее, Библи пире инкек-синкексем мӗншӗн пулнине тата вӗсене мӗнле тӳссе ирттермеллине ӑнланма пулӑшать.

ИНКЕК-СИНКЕК ТУРӐРАН-И?

Библире Турӑ ҫинчен ҫапла каланӑ: «Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук Унӑн тӗрӗс марри; Вӑл — тӗрӗслӗх те чӑнлӑх» (Саккуна астутарни 32:4). Ҫакна шута илсен, тӗрӗслӗх Турри ҫынсем ҫине инкек-синкек ярать тесе тата ҫынна хаса памашкӑн е тӳрлетмешкӗн асап кӳрет тесе шухӑшлама пӗр сӑлтав та ҫук.

Библире ҫапла каланӑ: «Асап курнӑ чухне никам та: „мана Турӑ ҫапла сӑнать“ тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть» (Иаков 1:13). Библире Турӑ пӗрремӗш ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ тесе ҫырнӑ. Адампа Евӑн илемлӗ кил тата пурӑнма мӗн кирли пурте пулнӑ. Турӑ вӗсене пысӑк ӗҫ хушнӑ, вӑл вӗсене каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр». Адампа Евӑн Турра шанма пӑрахма пӗр сӑлтав та пулман (Пултарни 1:28).

Анчах та паянхи пурнӑҫ пачах урӑхла. Пӗтӗм истори тӑршшӗпех этемлӗх питӗ йывӑр лару-тӑрура пурӑнать. Ҫакӑн пирки Библире тӗп-тӗрӗс ҫырса панӑ: «Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑш[ать], асаплан[ать]» (Рим 8:22). Мӗншӗн-ши?

МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ХӖН-ХУР КУРАҪҪӖ?

Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупас тесен этемлӗх пуҫланса кайнӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртнине пӗлмелле. Пӑлхавлӑ ангел, Сатана Шуйттан, хистенипе Адампа Ева «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне» ҫинӗ, ҫапла Турра итлес килменнине кӑтартнӑ. Турӑ Адампа Евӑна мана итлемесен вилетӗр тенӗ, Шуйттан вара «ҫук, вилместӗр» тенӗ. Ҫапла вӑл Турра ултавҫӑ тесе айӑпланӑ. Сатана ҫавӑн пекех Турӑ хӑйне пӑхӑнса пурӑнакансене мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине суйласа илме ирӗк памасть тесе айӑпланӑ (Пултарни 2:17; 3:1—6). Турӑ ертсе-кӑтартса пынине итлемесен ҫынсен пурнӑҫӗ лайӑхрах пулӗ тесе каласшӑн пулнӑ Сатана. Ҫапла майпа вӑл чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйту кӑларса тӑратнӑ: Турӑ Ҫут тӗнче патши пулма тивӗҫлӗ-и?

Шуйттан тепӗр ыйту та хускатнӑ. Вӑл ҫынсем мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ Турра итлеҫҫӗ тенӗ. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Иов пирки Шуйттан Турра ҫапла каланӑ: «Ӑна хӑйне те, унӑн кил-ҫуртне те, ытти пурлӑхне те Эсӗ сыхласа усрамастӑн-и-ха? ...Анчах Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн мӗн пуррине сӗртӗн-ха,— вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и?» (Иов 1:10, 11.) Сатана Иов ҫинчен ҫеҫ каланӑ пулин те, вӑл пур ҫын пирки те ҫаплах шухӑшлани курӑнать.

ТУРӐ ҪАК ЫЙТУСЕНЕ МӖНЛЕ ТАТСА ПАРАТЬ

Ҫак ыйтусене яланлӑхах татса парас тесен мӗн тусан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗҫӗмсӗр ӑслӑ Турӑ чи лайӑх йышӑну тунӑ, ҫакӑ никама та шанчӑксӑр тӑратса хӑвармасть (Рим 11:33). Кам ертсе пырсан лайӑхрах пулассине кӑтартас тесе вӑл пӗр вӑхӑт хушши ҫынсене ҫынсемпе хуҫаланма ирӗк панӑ.

Паянхи тӗнчери йывӑр лару-тӑрӑва пӑхсан этем хуҫаланни ӑнӑҫсӑр пулни уҫҫӑн курӑнать. Тӗнчери пуҫлӑхсем мирлӗ, лӑпкӑ тата телейлӗ пурнӑҫ туса парайман ҫеҫ мар, ҫӗре пурӑнма юрӑхсӑр тӑвасси патнех илсе ҫитернӗ. Ҫакӑ пурте Библире мӗн ҫырни тӗрӗссине ҫирӗплетсе парать: «Этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп» (Иеремия 10:23). Турӑ ертсе-кӑтартса пырсан кӑна ҫынсем тӑнӑҫлӑ, телейлӗ тата тулӑх пурнӑҫпа пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен шӑпах ҫакна Турӑ этемлӗх валли чи малтанах шухӑшласа хунӑ (Исаия 45:18).

Турӑ хӑй шухӑшласа хунине мӗнле майпа пурнӑҫа кӗртӗ-ши? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле кӗлтума вӗрентнине аса илӗр-ха: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Палӑртса хунӑ вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласан, никам та тата ним те хӗн-асап кӳмӗ (Даниил 2:44). Чухӑнлӑх, чир-чӗр тата вилӗм урӑх пулмӗ. Библире Турӑ «ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне... хӑтарӗ» тенӗ (Псалом 71:12—14). Ҫавӑн пекех унта «пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» тесе сӑмах пани пур (Исаия 33:24). Турӑ вилнӗ ҫынсене те асра тытать, вӗсем ҫинчен Иисус акӑ мӗн каланӑ: «Тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать» (Иоанн 5:28, 29). Ҫак сӑмахсем чуна мӗн тери савӑнтараҫҫӗ!

Турӑ сӑмах панисене ӗненни пире кирек мӗн пулса тухсан та Турра шанма пулӑшать

ТУРӐ ҪИНЕ КИРЕК ХӐҪАН ТА ШАНМА ПУЛАТЬ!

Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Сидней, инкек пулса тухнӑ хыҫҫӑн 17 ҫула яхӑн иртсен, ҫапла каланӑ: «Эпӗ хампа мӗн пулса тухнишӗн Иегова Турра нихӑҫан та айӑпламан, анчах та малтанлӑха эпӗ Турра шанма пӑрахрӑм. Хӑш-пӗр чухне мана халӗ те нимӗн те савӑнтармасть тата инвалид пулса юлнӑшӑн манӑн макӑрасси те пулкалать. Анчах Библи мана ҫав инкек Турӑран пулманнине ӑнланма пулӑшрӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, „пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет“. Иеговӑна кӗлтуни тата Библи вулани мана вӑй кӗртет тата алла усма памасть» (Екклесиаст 9:11; Псалом 144:18; 2 Коринф 4:8, 9, 16).

Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине тата кӗҫех вӗсенчен йӗрӗ те юлманнине асра тытсан эпир кирек мӗн пулса тухсан та Турра шанма пӑрахмӑпӑр. «Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» ӗненме пирӗн сӑлтавсем нумай. Турра тата унӑн ывӑлне Иисуса ӗненекенсем нихӑҫан та намӑса юлмӗҫ (Еврейсем 11:6; Рим 10:11).