Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи мӗн калать

Библи мӗн калать

Усаллӑх ӑҫтан пуҫланса кайнӑ?

Кам иисуса усал ӗҫ тутарма хӑтланнӑ? (Матфей 4:8—10)

Ҫынсенчен нумайӑшӗ ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласшӑн тата ыттисемпе килӗштерсе пурӑнасшӑн. Апла пулсан хаярлӑх, пусмӑрлӑх тата тӗрӗсмарлӑх мӗншӗн анлӑ сарӑлнӑ? Ҫӗнӗ хыпарсенче час-часах хӑрушла преступленисем, катастрофӑсем ҫинчен илтме пулать. Тен, ҫынсене усал ӗҫсем тума такам хӗтӗртсе тӑрать? (1 Иоанн 5:19 вулӑр.)

Нивушлӗ Турӑ ҫынсене пултарнӑ чухнех усал ӗҫсем тӑвас кӑмӑл панӑ? Ҫук паллах. Иегова Турӑ ҫынсене хӑй евӗрлӗ пултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен Турӑ юратнӑ пек юратас килсе тӑрать (Пултарни 1:27; Иов 34:10). Анчах та вӑл ҫынсене суйласа илмелли ирӗк панӑ. Пирӗн мӑн асаттесем усаллӑх ҫулӗ ҫине тӑнӑ, вӗсем Турӑран вӗренес темен, вара ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа эпир те усал ӗҫсем тума туртӑнатпӑр. (Саккуна астутарни 32:4, 5 вулӑр.)

Эпир хӑҫан та пулин усал ӗҫсем тума пӑрахӑпӑр-ши?

Турӑ эпир тӗрӗс мар туртӑмсемпе кӗрешессе кӗтет (Ытарӑшсем 27:11). Ҫавӑнпа вӑл пире япӑх ӗҫсенчен мӗнле пӑрӑнмаллине тата чӑн-чӑн телей мӗнле тупмаллине вӗрентет. Апла пулин те паян эпир пур енчен те Турӑ юратнӑ пекех юратма пултараймастпӑр. (Псалом 31:8 вулӑр.)

Паянхи тӗнчере усаллӑх анлӑ сарӑлнӑ пулин те, яланах ҫапла пулмӗ. Турӑ усал ӗҫсем тума вӑхӑтлӑха кӑна ирӗк панӑ, вӑл усаллӑх мӗн патне илсе ҫитернине пурне те кӑтартас тенӗ (2 Петр 3:7—9). Кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫинче телейлӗ те Турра итлекен ҫынсем пурӑнӗҫ. (Псалом 36:9—11 вулӑр.)