Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

126-МӖШ СЫПӐК

Петр Иисусран тунать

Петр Иисусран тунать

Иисуса Гефсимани садӗнче арестленӗ хыҫҫӑн апостолсем хӑранипе ӑна пӑрахса тараҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен иккӗшӗ аякка тармаҫҫӗ. Кусем вӗсем — Петр тата «тепӗр вӗренекенӗ», Иоанн апостол пулас (Иоанн 18:15; 19:35; 21:24). Вӗсем Анна ҫурчӗ патӗнче Иисуса хуса ҫитеҫҫӗ пулмалла. Анна Иисуса чи аслӑ священник, Каиафа, патне янӑ чухне Петрпа Иоанн ун хыҫӗнчен аякран пыраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗшӗн хӑраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсен Хуҫипе мӗн пулса тухма пултарни пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ.

Иоана чи аслӑ священник паллать, ҫавӑнпа ӑна унӑн килкартине кӗртеҫҫӗ. Иоанн хапха хураллакан хӗрарӑмпа Петра кӗме ирӗк патӑр тесе калаҫа татӑлса каялла таврӑниччен Петр тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑрса юлать.

Ҫак каҫ сивӗ, ҫавӑнпа ҫынсем картишӗнче вут чӗртсе яраҫҫӗ. Петр ӑшӑнас тесе вӗсемпе пӗрле ларать те Иисуса суд туни «епле вӗҫленессе» курас тесе кӗтме пуҫлать (Матфей 26:58). Кӑвайт ҫутинче хапха хураллакан хӗрарӑм, Петра кӗме ирӗк панӑскер, ун ҫине тинкерсе пӑхать. Вӑл кӗтмен-ҫӗртен: «Эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и?» — тесе ыйтать (Иоанн 18:17). Ыттисем те Петра палласа илеҫҫӗ те эсӗ те Иисуспа пӗрле пулнӑ теме пуҫлаҫҫӗ (Матфей 26:69, 71—73; Марк 14:70).

Петр хӑраса ӳкет. Хӑйӗн ҫине ытлашши пӑхтарас мар тесе вӑл малти картишне тухать. Петр Иисуспа пӗрле пулман тесе калать те ҫапла палӑртать: «Эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп» (Марк 14:67, 68). Унсӑр пуҫне, вӑл «Турра асӑнсах тупа тӑва» пуҫлать, урӑхла каласан, вӑл эпӗ тӗрӗссине калатӑп, енчен те суятӑп пулсан, Турӑ мана наказани патӑр тесе калать теме пулать (Матфей 26:74).

Ҫав хушӑра, Каиафа ҫурчӗн пӗр пайӗнче, килкартинчен ҫӳлерех вырнаҫнӑ пайӗнче пулас, Иисуса малалла суд тӑваҫҫӗ. Петрпа ытти ҫынсем аялта кӗтсе тӑраҫҫӗ, вӗсем судра каласа пама чӗннӗ свидетельсем мӗнле кӗрсе тухнине курса тӑраҫҫӗ пулас.

Петр Иисуса пӗлместӗп тесе каланӑ чухне вӑл суйнине Галилея ҫыннисем евӗрлӗрех калаҫни кӑтартса парать. Унсӑр пуҫне, килкартинче пухӑннӑ ҫынсенчен пӗри — хӑлхине Петр касса татнӑ Малхӑн хурӑнташӗ. Вӑл Петра айӑпласа ҫапла калать: «Эпӗ хам сана Унпа пӗрле пахчара курмарӑм-и вара?» Петр Иисусран виҫҫӗмӗш хут тунать, вара, малтанах каласа хунӑ пек, автан авӑтса ярать (Иоанн 13:38; 18:26, 27).

Ҫав вӑхӑтра Иисус килкартинелле тухакан балкон ҫинче тӑрать пулмалла. Ҫӳлхуҫа Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхать. Ҫавӑн чухне Петр питӗ аванмарланса каять пулмалла. Вӑл Иисус ҫӳлти пӳлӗмре темиҫе сехет каялла каланӑ сӑмахсене аса илет. Петр хӑй мӗн тунине ӑнланса илсен вӑл мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Вӑл тухса каять те питӗ хытӑ йӗрет (Лука 22:61, 62).

Ҫакӑн пекки мӗнле пулса тухма пултарнӑ-ха? Мӗнле майпа Петр — Турра хытӑ ӗненетӗп тесе тата хӑйӗн Хуҫине чунтан парӑннӑ тесе шутлаканскер — Иисусран тунма пултарнӑ? Мӗншӗн тесен чӑнлӑха пӑсса калаҫҫӗ, Иисуса путсӗр преступник пек кӑтартса параҫҫӗ. Унччен, Иисуса ним пирки те айӑпламан чухне, Петр ун майлӑ тӑма хатӗр пулнӑ. Халӗ вара вӑл камра «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем», ҫавӑнтан пӑрӑннӑ (Иоанн 6:68).

Петрпа мӗн пулса тухни ҫакна кӑтартса парать: йывӑрлӑхсене тата илӗртӳсене хирӗҫ тӑма лайӑх хатӗрленмен пулсан, Турра чунтан парӑннӑ ҫыннӑн та ӗненӗвӗ хавшама пултарать. Петрӑн мӗн тӳссе ирттерме тивни Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн пуриншӗн те асӑрхаттару пулса тӑтӑр!