Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

114-МӖШ СЫПӐК

Христос килсен сурӑхсемпе качакасене суд тӑвӗ

Христос килсен сурӑхсемпе качакасене суд тӑвӗ

МАТФЕЙ 25:31—46

  • ИИСУС СУРӐХСЕМПЕ КАЧАКАСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХЕ КАЛАСА ПАРАТЬ

Елеон тӑвӗ ҫинче Иисус тин кӑна вунӑ хӗр ҫинчен тата талантсем ҫинчен калакан тӗслӗхсене каласа пачӗ. Апостолсем вӑл патшара ларнине тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑта кӑтартакан паллӑ ҫинчен ыйту парсан, Иисус хӑйӗн хуравне мӗнле вӗҫлет? Вӑл юлашки тӗслӗхе — сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать.

Чи малтан Иисус ҫак тӗслӗхпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӑнласа парать: «Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн мухтавӗпе, мӗнпур ангелӗпе пӗрле килсессӗн Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине ларӗ» (Матфей 25:31). Ҫак тӗслӗхре Иисус хӑй тӗп сӑнар пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл час-часах хӑйӗн пирки «Этем Ывӑлӗ» тенӗ (Матфей 8:20; 9:6; 20:18, 28).

Хӑҫан ҫак тӗслӗх пурнӑҫланӗ? Ҫакӑ Иисус ангелсемпе пӗрле «Хӑйӗн мухтавӗпе» килсен тата «Хӑйӗн мухтавлӑ патша пуканӗ ҫине» ларсан пулӗ. Унччентерех вӑл «пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлӗ» хӑйӗн ангелӗсемпе пӗрле килесси пирки каланӑ. Ҫакӑ хӑҫан пулӗ? «Ҫав асап кунӗсем хыҫҫӑнах» (Матфей 24:29—31, ҪХ; Марк 13:26, 27; Лука 21:27). Апла пулсан, ҫак тӗслӗх пуласлӑхра — Иисус мухтавпа килсен пурнӑҫланӗ. Ҫавӑн чухне вӑл мӗн тӑвӗ?

Иисус ӑнлантарса парать: «Этем Ывӑлӗ... килсессӗн... Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ; Вӑл вӗсене пӗр-пӗринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ; сурӑхӗсене Хӑйӗн сылтӑм енне, качакисене сулахай енне тӑратӗ» (Матфей 25:31—33).

Сылтӑм енне тӑратнӑ сурӑхсем пирки (сылтӑм енне тӑратни вӑл ырланине пӗлтерет) Иисус ҫапла калать: «Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр“» (Матфей 25:34). Мӗншӗн сурӑхсене Патша ырлать?

Патша ӑнлантарса парать: «Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитертӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтертӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх патӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантартӑр; чирлӗ чухне Мана пырса пӑхрӑр; тӗрмере ларнӑ чухне Ман патӑма пытӑр». Сурӑхсем, «сӑваплисем», хӑҫан сана эпир ырӑ турӑмӑр тесе ыйтсан, вӑл хуравлать: «Эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» (Матфей 25:35, 36, 40, 46). Ҫак ырӑ ӗҫсене вӗсем тӳпере тумаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта чирлисем те, выҫҫисем те ҫук. Апла пулсан, ҫакӑнта Христосӑн тӑванӗсемшӗн ҫӗр ҫинче тунӑ ырӑ ӗҫсем пирки сӑмах пырать пулмалла.

Сулахай енне тӑратнӑ качакасем пирки мӗн калама пулать? Иисус калать: «Унтан сулахай енчисене [Патша] калӗ: „эй ылханлисем! кайӑр Ман патӑмран, шуйттанпа унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗрлӗх вута кайӑр: Эпӗ выҫӑ чухне эсир Мана ҫитермерӗр; ӑшӑм хыпнӑ чухне Мана ӗҫтермерӗр; ҫул ҫӳренӗ чухне Мана хӳтлӗх памарӑр; ҫарамас чухне Мана тумлантармарӑр; чирлӗ чухне, тӗрмере ларнӑ чухне Мана пырса пӑхмарӑр“» (Матфей 25:41—43). Христосӑн тӑванӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӗсене ырӑ туманшӑн качакасем пирки ҫавӑн пек приговор йышӑнаҫҫӗ — вӗсен вара Христосӑн тӑванӗсене ырӑ тумалла пулнӑ.

Малалла апостолсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: ҫав пулас суд йышӑнӑвӗ нихӑҫан та улшӑнмӗ, ӗмӗрлӗхех пулӗ. Иисус ӑнлантарса парать: «Вӑл [Патша] вара вӗсене [качакасене] ҫапла калӗ: „чӑн калатӑп сире: эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн ҫапла тумарӑр та, вӑл Маншӑн туманниех пулчӗ“ тейӗ. Вӗсем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ [«вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ», ҪТ], сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ» (Матфей 25:45, 46).

Иисус апостолсем панӑ ыйту ҫине мӗнле хуравлани пирки унӑн вӗренекенӗсен шухӑшламалӑх пур. Унӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗсене тӗрӗслесе пӑхма пултараҫҫӗ.