Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем

Библири нормӑсемпе пурӑнма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Анчах та ҫакӑ чи лайӑх пурнӑҫ ҫӳлӗпе пыма май парать. Ҫак ҫулпа мӗнле пымаллине пӗл.

Турра ӗненни

Ҫамрӑксем Турра ӗненни ҫинчен каласа параҫҫӗ

Ҫак виҫӗ минутлӑ видеороликра ҫамрӑксем Ҫут тӗнчене тунӑ Турӑ пуррине хӑйсем мӗншӗн ӗненни ҫинчен каласа параҫҫӗ.

Турӑпа мӗнле ҫывӑхланма пулать?

Мӗншӗн манӑн кӗлтумалла?

Кӗлӗ вӑл хама лайӑхрах туйма пулӑшакан май-и е вӑл тата ытларах усӑ парать-и?

Мӗншӗн Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳремелле?

Иегова Свидетелӗсем Патшалӑх залӗсем теекен пуҫҫапмалли вырӑнӗсенче эрнере икӗ хутчен хӑйсен тӗлпулӑвӗсене ирттереҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ тата вӗсене ҫӳрени сана мӗнле усӑ пама пултарать?

Библие вулани тата тӗпчени

Яшсемпе хӗрсем Библи вуласси пирки хӑйсем мӗн шутланине каласа параҫҫӗ

Вулама ҫӑмӑл мар пулин те, Библи вулани нумай усӑ парать. Яшсемпе хӗрсем Библи вулани хӑйсене мӗнле усӑ пани пирки каласа параҫҫӗ.

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 1-мӗш пайӗ. Турӑ Сӑмахне тӗпчеме вӗрен

Санӑн мул тултарнӑ авалхи арчана тупма май килчӗ пулсан, эсӗ ун ӑшӗнче мӗн пуррине пӗлес тесе ӑна уҫса пӑхнӑ пулӑттӑн-и? Библие ҫавӑн пек арчапа танлаштарма пулать. Вӑл — ӑслӑлӑх ҫӳпҫи.

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 2-мӗш пайӗ. Библи вулассине интереслӗ тума тӑрӑш

Библирен мӗн вуланине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшакан канашсем.

Турӑпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетесси

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ

Санӑн телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнас килет-и? Кэмерон хӑй ӑҫта телей тупма шутламан, ҫав вырӑнта телей мӗнле тупнине пӗл.