Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 1-мӗш пайӗ. Турӑ Сӑмахне тӗпчеме вӗрен

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать? 1-мӗш пайӗ. Турӑ Сӑмахне тӗпчеме вӗрен

 «Эпӗ Библие вулама хӑтланса пӑхнӑ, анчах та ҫавна тума вӑй ҫитерейместӗп пуль. Вӑл ҫав тери хулӑн вӗт!» (Бриана).

 Санӑн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ-и? Ку ҫапла пулсан, ҫак статья сана ҫав тӗлӗшрен пулӑшма пултарать.

 Мӗншӗн Библи вуламалла?

 Библие пӗтӗмпех вуласа тухасси сана кичем пек туйӑнать-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакна ӑнланма пулать. Кам та пулин ҫапла калама пултарать: «Библи вӑл — вӗтӗ саспаллисемпе ҫырнӑ пин ытла страницӑран тӑракан кӗнеке вӗт тата унта пӗр ӳкерчӗк те ҫук! Ӑна вуличчен фильм е интернетра видео пӑхӑп».

 Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: санӑн мул тултарнӑ авалхи арчана тупма май килчӗ пулсан, эсӗ ун ӑшӗнче мӗн пуррине пӗлес тесе ӑна уҫса пӑхнӑ пулӑттӑн-и?

 Библие ҫавӑн пек мул тултарнӑ арчапа танлаштарма пулать. Унта ӑслӑлӑхӑн мулӗ питӗ нумай. Ҫав ӑслӑлӑх сана:

  •   тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ;

  •   аҫу-аннӳпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗ;

  •   чӑн-чӑн туссене тупма пулӑшӗ;

  •   стреспа кӗрешме пулӑшӗ.

 Анчах та авалхи кӗнеке хальхи вӑхӑтра усӑ пама пултарать-и? Пултарать, мӗншӗн тесен «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16). Апла пулсан, Библири канашсене Ҫут тӗнчере Кам чи ӑслӑ, Ҫавӑ панӑ.

Библие арчапа танлаштарма пулать, ҫав арчана вара ӑслӑлӑхӑн мулне тултарнӑ

 Библие мӗнле вуламалла?

 Пӗрремӗш меслет: Библие пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вула. Ҫакна пула эсӗ унта мӗн каланине пӗлӗн. Библие вуламалли тӗрлӗ майсем пур. Икӗ мая пӑхса тухар:

  •    Эсӗ Библири 66 кӗнекене пурне те, Пултарни кӗнекерен пуҫласа Ӳлӗмхине кӗнеке таран, пӗрин хыҫҫӑн теприне вуласа тухма пултаратӑн.

  •    Эсӗ Библие хронологи йӗркипе вулама пултаратӑн, урӑхла каласан, ҫырса хунӑ событисем мӗнле йӗркепе пулса пынӑ, ҫав йӗркепе вулама пултаратӑн.

 Канаш: «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑра 4-мӗш пайӗнче Иисус Христосӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗнчи тӗп событисене хронологи йӗркипе кӑтартса панӑ.

 Иккӗмӗш меслет: Библири сана пӗр-пӗр лару-тӑрура пулӑшма пултаракан вырӑна вуласа тух. Сӑмахран:

  •   Эсӗ лайӑх та шанчӑклӑ туссем тупасшӑн-и? Апла пулсан, Ионафанпа Давид хушшинчи туслӑх ҫинчен вуласа тух (1-мӗш Патшасен, 18—20 сыпӑксем). Унтан «Как найти настоящих друзей» текен задание ту та мӗн вуласа пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшласа пӑх.

  •   Эсӗ илӗртӳсемпе кӗрешетӗн-и? Апла пулсан, Иосиф илӗртӗве мӗнле сирсе яни ҫинчен вуласа тух (Пултарни, 39-мӗш сыпӑк). Унтан «Как не поддаться искушению. Иосиф (часть 1)» тата «Ложно обвинен. Иосиф (часть 2)» текен задание ту та мӗн вуласа пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшласа пӑх.

  •   Эсӗ кӗлтуни хӑвна мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен пӗлесшӗн-и? Апла пулсан, Неемийӑпа мӗн пулса иртни ҫинчен вуласа тух (Неемия, 2-мӗш сыпӑк). Унтан «Бог ответил на его молитву» текен задание ту та мӗн вуласа пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшласа пӑх.

 Канаш: Библие шӑпӑрт та лӑпкӑ вырӑнта вула, ҫапла вара сана вулама нимӗн те чӑрмантармӗ.

 Виҫҫӗмӗш меслет: Библири пӗр-пӗр вырӑна е псалома вуласа тух, унтан вара хӑвӑншӑн унта мӗн усӑллӑ пулма пултарни ҫинчен шухӑшла. Вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑн:

  •    Мӗншӗн Иегова ҫакна Библие ҫырса хума хушнӑ?

  •    Мӗн вуласа тухни Иегова ҫинчен тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен мӗн уҫса парать?

  •    Мӗн вуласа пӗлнипе эпӗ хамӑн пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пултаратӑп?

 Канаш: Библие кашни кун вулама тӗллев ларт. Календарьте хӑш кунран пуҫлассине палӑртса хур.