Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

1-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

Ҫак ыйтусене хӑвӑра вӗрентекенпе сӳтсе явӑр:

  1. Библире пуласлӑх пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсенчен хӑшӗ сире уйрӑмах килӗшет?

    (2-мӗш урока пӑхӑр.)

  2. Мӗншӗн эсир Библи вӑл Турӑ Сӑмахӗ тесе шутлатӑр?

    (3-мӗш тата 5-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  3. Мӗншӗн Турра ятран чӗнмелле?

    (4-мӗш урока пӑхӑр.)

  4. Библире Турӑ пурнӑҫ панӑ тенӗ (Псалом 35:10). Эсир ҫакна ӗненетӗр-и?

    (6-мӗш урока пӑхӑр.)

  5. Ытарӑшсем 3:32 вулӑр.

    • Мӗншӗн Иегова пирки чи лайӑх тус теме пулать?

    • Иегова хӑйӗн тусӗсенчен мӗн кӗтет? Сирӗн шутпа, ҫакӑ вырӑнлӑ-и?

      (7-мӗш тата 8-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  6. Псалом 61:9 вулӑр.

    • Эсир кӗлӗре Иеговӑран мӗн-мӗн ҫинчен ыйтнӑ? Тата мӗн ҫинчен эсир кӗлтума пултаратӑр?

    • Иегова кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

      (9-мӗш урока пӑхӑр.)

  7. Еврейсем 10:24, 25 вулӑр.

    • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?

    • Эсир мӗнле шутлатӑр, тӗлпулусене ҫӳреме вӑй хума кирлех-ши?

      (10-мӗш урока пӑхӑр.)

  8. Мӗншӗн Библие яланах вулама тӑрӑшмалла? Библие эсир мӗнле график тӑрӑх вулатӑр?

    (11-мӗш урока пӑхӑр.)

  9. Библи вӗреннӗ чухне эсир мӗн пӗлтӗр, ҫавсенчен хӑшӗ сире уйрӑмах килӗшрӗ?

  10. Библи вӗренме пуҫланӑранпа эсир йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑр-и? Мӗнлисемпе? Библие малалла вӗренме сире мӗн пулӑшма пултарать?

    (12-мӗш урока пӑхӑр.)