Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

41-МӖШ УРОК

Библире секс пирки мӗн каланӑ?

Библире секс пирки мӗн каланӑ?

Ҫынсенчен нумайӑшӗ секс ҫинчен калаҫма вӑтанать. Библире секс тата ар ҫыхӑнӑвӗсем пирки тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах хисеплӗн каланӑ. Библире ҫавӑн пирки мӗн калани пире усӑ парать. Ҫавӑн пек пулмалла та, мӗншӗн тесен Библи вӑл — Иегова Турӑ панӑ кӗнеке. Унсӑр пуҫне, Иегова пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине те пӗлет. Вӑл пире хӑйне юрӑхлӑ пулас тесен мӗн тумаллипе мӗн тумалла марри пирки тата ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пире мӗн пулӑшма пултарни пирки тӳррӗн калать.

1. Иегова секс ҫине мӗнле пӑхать?

Секс вӑл — Иегова панӑ парне. Вӑл ҫак парне мӑшӑрланнӑ арҫынпа хӗрарӑма савӑнӑҫ парса тӑтӑр тет. Ҫак парнене пула мӑшӑрсем ача-пӑчаллӑ пулнисӗр пуҫне пӗр-пӗрне ҫепӗҫҫӗн юратнине кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Библире: «Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа... киленсе пурӑн»,— тенӗ (Ытарӑшсем 5:18, 19). Иегова мӑшӑрланнӑ христиансем хӑйсен мӑшӑрӗсене шанчӑклӑ пуласса кӗтет тата вӗсен хӑйсен мӑшӑрӗсӗр пуҫне урӑх ҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗмелле мар тет. (Еврейсем 13:4 вулӑр.)

2. Аскӑн ӗҫ шутне мӗн-мӗн кӗрет?

Библире каланӑ тӑрӑх, «аскӑнчӑксем... Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Коринф 6:9, 10). Библие грек чӗлхипе ҫырнӑ ҫынсем аскӑн ӗҫ пирки ҫырнӑ чухне порне́йа сӑмахпа усӑ курнӑ. Ҫак сӑмах шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: 1) мӑшӑрланман ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне a кӗни; 2) гомосексуаллӑ ҫыхӑнӑва кӗни; 3) ҫынсемпе чӗрчунсем ар ҫыхӑнӑвне кӗни. Эпир Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, вӑл пире ырлӗ, унсӑр пуҫне, ҫакӑ пире нумай йывӑрлӑхран хӳтӗлӗ (1 Фессалоника 4:3).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Аскӑн ӗҫрен сыхланма пире мӗн пулӑшнине тата Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑни пире мӗнле усӑ панине пӗлӗр.

3. Аскӑн ӗҫ тӑвасран сыхланӑр

Иосиф, Турра шанчӑклӑ ҫын, хӑйне илӗртме хӑтланнӑ хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшмен. Пултарни 39:1—12 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иосиф тарнӑ? (9-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

  • Эсир Иосиф хӑйне тӗрӗс тытнӑ тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?

Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксем Иосифран тӗслӗх мӗнле илме пултараҫҫӗ? ВИДЕО пӑхӑр.

Иегова пире пурне те аскӑнлӑхран тарӑр тет. 1 Коринф 6:18 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗнле лару-тӑру ҫынна аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерме пултарать?

  • Аскӑн ӗҫ тӑвассинчен сыхланма сире мӗн пулӑшма пултарать?

4. Эсир илӗртӗве хирӗҫ тӑма пултаратӑр

Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне ар ҫыхӑнӑвне кӗрес илӗртӗве хирӗҫ тӑма йывӑр пулма пултарать? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Видеора кӑтартнӑ арҫын хӑйӗн хӑш-пӗр шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем арӑмне улталаса аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртме пултарнине ӑнланса илсен мӗн тунӑ?

Шанчӑклӑ христиансен те хӑш-пӗр чухне хӑйсен шухӑшӗсем таса пулччӑр тесе самаях вӑй хума тивет. Аскӑн шухӑшсене сирсе яма мӗн пулӑшать? Филиппӑ 4:8 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

  • Библи вулани тата Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне хастарлӑн хутшӑнни пире ҫылӑх тӑвас илӗртӗве сирсе яма мӗнле пулӑшать?

5. Иеговӑн нормисем пире усӑ параҫҫӗ

Иегова пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлет. Вӑл пире нравственность енчен таса пулма мӗн пулӑшнине тата ҫавӑн пек таса пулни мӗнле усӑ панине ӑнлантарса парать. Ытарӑшсем 7:7—27 вулӑр е ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗнле майпа ҫав ҫамрӑк илӗртӳсем кӳрекен лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ? (Ытарӑшсем 7:8, 9 пӑхӑр.)

  • Ытарӑшсем 7:23, 26 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, аскӑн ӗҫ туни питӗ япӑх вӗҫленме пултарать. Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑни пире мӗнле йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет?

  • Нравственность енчен таса пулни пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме мӗнле пулӑшать?

Хӑш-пӗр ҫынсем Библире гомосексуаллӑ ҫыхӑнусене питӗ хытӑ курайманни палӑрса тӑрать теҫҫӗ. Анчах та Иегова — юратакан Турӑ, вӑл кашни ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр тет. Ҫавӑн пек пурнӑҫа илес тесен пирӗн унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла. 1 Коринф 6:9—11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Турӑ гомосексуаллӑ ҫыхӑнусем пирки ҫеҫ тӗрӗс мар тесе шутлать-и?

Турра юрас тесен пирӗн пурин те улшӑнусем тумалла. Мӗншӗн ҫавна тума вӑй хумалла? Псалом 18:9, 12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир Иеговӑн нормисене тытса тӑма йывӑр тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутланине ӑнлантарса парӑр.

Иегова нумай ҫынна хӑйӗн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма пулӑшнӑ. Вӑл сире те пулӑшӗ

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Икӗ ҫын пӗр-пӗрне юратса хӑйсен ирӗкӗпе ар ҫыхӑнӑвне кӗчӗҫ пулсан, ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Секс вӑл — Иегова панӑ парне, анчах та вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗн ҫеҫ ар ҫыхӑнӑвне кӗмелле.

Вӗреннине аса илни

  • Аскӑн ӗҫ шутне мӗн-мӗн кӗрет?

  • Аскӑн ӗҫрен сыхланма пире мӗн пулӑшать?

  • Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑни пире мӗнле усӑ парать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Мӗншӗн Турӑ арҫынпа хӗрарӑм пӗрле пурӑнма пуҫличчен мӑшӑрланччӑр тет?

«Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланмасӑрах пӗрле пурӑнни ҫинчен Библире мӗн каланӑ?» (интернет-статья)

Библи гомосексуалистсене курайми пулмалла тесе вӗрентмест.

«Что плохого в гомосексуализме?» (интернет-статья)

Турӑ ар ҫыхӑнӑвӗсем пирки панӑ законсем пире мӗнле хӳтӗленине пӗлӗр.

«Можно ли назвать оральный секс настоящим сексом?» (интернет-статья)

«Они отнеслись ко мне с уважением» статьяна вулӑр та унччен гомосексуалист пулнӑ пӗр арҫынна Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнма мӗн пулӑшнине пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ)

a Ҫав ӗҫсем шутне ҫын хӑйӗн мӑшӑрӗсӗр пуҫне урӑх ҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни, оральнӑй тата анальнӑй секс, ҫавӑн пекех урӑх ҫыннӑн арлӑх органӗсене ачашлани кӗрет.