Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ УРОК

Туссене тӗрӗс суйлӑр

Туссене тӗрӗс суйлӑр

Ҫывӑх туссем савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пире тата савӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ, йывӑр вӑхӑтра вара вӗсем пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй параҫҫӗ. Анчах Библи пирӗншӗн пур ҫын та лайӑх тус пулма пултараймасть тесе асӑрхаттарать. Апла пулсан, лайӑх туссене мӗнле тупмалла? Айтӑр ҫавна пӑхса тухар.

1. Туссем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

Эпир вӑхӑта камсемпе ирттеретпӗр, ҫавсем пек пулса тӑма пултаратпӑр. Эпир туссемпе тӳррӗн калаҫатпӑр-и е интернет урлӑ-и, вӗсем пирӗн ҫине япӑх е лайӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа [Турра юратман ҫынпа] туслашакан пӑрахӑҫа тухать» (Ытарӑшсем 13:21). Иеговӑна юратакан тата ӑна пуҫҫапакан туссем сире Турра шанчӑклӑ пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗҫ. Анчах та Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслашни пире Иеговӑран пӑрса яма пултарать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библи пире туссене тӗрӗс суйлама хавхалантарать. Пирӗн туссем Турра юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ҫине лайӑх витӗм кӳрӗҫ, эпир те вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳрӗпӗр. Эпир пӗр-пӗрне хавхалантарма, тӗреклетме пултарӑпӑр (1 Фессалоника 5:11).

2. Эпир кампа туслашни Иеговӑшӑн пурпӗрех-и?

Иегова хӑйӗн тусӗсене тӗплӗн суйлать. «Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать» (Ытарӑшсем 3:32). Эпир Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслашма пуҫларӑмӑр пулсан, Иегова хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫакӑ ӑна питӗ хурлантарнӑ пулӗччӗ! (Иаков 4:4 вулӑр.) Эпир хамӑр ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсенчен пӑрӑнатпӑр пулсан тата Иеговӑпа, ӑна юратакансемпе ҫывӑхланса пыратпӑр пулсан, Иеговӑна савӑнтарӑпӑр, вара эпир унӑн тусӗсем пулса тӑрӑпӑр (Псалом 14:1—4).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Мӗншӗн туссене тӗрӗс суйламаллине тата хӑвӑр пурнӑҫа чӑннипех пуянлатакан туссене мӗнле тупмаллине пӗлӗр.

3. Хӑвӑр ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе ан ҫывӑхланӑр

Турра юратман тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ҫынсем пирӗншӗн япӑх туссем. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Мӗнле майпа эпир, хамӑр ҫавна сисмесӗрех, хамӑр ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пуҫлама пултаратпӑр?

1 Коринф 15:33 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗнле ҫынсем пирӗншӗн япӑх туссем пулса тӑма пултараҫҫӗ? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

Псалом 118:63 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Туссене суйланӑ чухне мӗн-мӗн ҫине пӑхмалла?

Пӗр ҫӗрӗк панулми ыттисене ҫӗртсе яма пултарать. Япӑх тус сан ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

4. Хӑвӑртан уйрӑлса тӑракан ҫынсем сирӗн туссем пулса тӑма пултараҫҫӗ

Библире авалхи Израильте пурӑннӑ икӗ ҫын хушшинчи, Давидпа Ионафан хушшинчи, туслӑх ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑхсем пулнӑ: Давид кӗтӳҫӗ, Ионафан вара патша ывӑлӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Ионафан Давидран чылай аслӑрах пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем питӗ ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ. 1 Патшасен 18:1 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн туссем хамӑрпа пӗр ҫулхи тата обществӑра хамӑрпа пӗр пек вырӑн йышӑнакан ҫынсем ҫеҫ пулмалла мар?

Рим 1:11, 12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иеговӑна юратакан туссем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Ҫак видеона пӑхса эсир пӗр ҫамрӑк тӑван хӑйӗнчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑракан туса тупнине куратӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн Акилӑн ашшӗпе амӑшне вӑл шкулта камсемпе хутшӑнни пӑшӑрхантарнӑ?

  • Мӗншӗн Акилӑна чи малтан вӑхӑта ҫав ҫамрӑксемпе пӗрле ирттерме килӗшнӗ?

  • Пӗчченлӗх туйӑмне ҫӗнтерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

5. Туслӑх ҫирӗп пултӑр тесен мӗн тумалла?

Лайӑх туссене тупас тесен тата хамӑрӑн та лайӑх тус пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр.

Ытарӑшсем 18:24 тата 27:17 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Чӑн-чӑн туссем пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?

  • Сирӗн ҫывӑх туссем пур-и? Ҫук пулсан, ҫывӑх туссене тупас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

Филиппӑ 2:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Лайӑх туссем пулччӑр тесен сирӗн хӑвӑрӑн лайӑх тус пулмалла. Ҫакна эсир мӗнле тума пултаратӑр?

Лайӑх туссем пулччӑр тесен сирӗн хӑвӑрӑн та лайӑх тус пулмалла

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Мӗнле те пулин тус пурри тус ҫуккинчен лайӑхрах».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Эпир туссене тӗрӗс суйлатпӑр пулсан, Иеговӑна савӑнтарӑпӑр тата ҫакӑ хамӑра та усӑ парӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Иеговӑшӑн эпир камсемпе туслӑ пулни пурпӗрех мар?

  • Пирӗн мӗнле ҫынсемпе туслашмалла мар?

  • Пирӗн чӑн-чӑн туссем пулччӑр тесен мӗн тумалла?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Сирӗн лайӑх туссем пулччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр.

«Как найти хороших друзей?» («Ответы на твои вопросы», 1-мӗш том, 8-мӗш сыпӑк)

Интернетра туслашасси пирки сирӗн мӗн пӗлмелле?

«Социаллӑ сетьсемпе тӗрӗс усӑ курӑр» (4:12)

«Мне очень не хватало отца» ятлӑ статьяна вулӑр та пӗр арҫынна унчченхи тусӗсемпе хутшӑнма пӑрахма мӗн хавхалантарнине пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ)